Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вутра та çунман, ĕçрен хăраман…

19 декабря 2015 г.

Васан ялĕнче çуралса  ỹснĕ Улька Сатарова та, ыттисем пекех, ялти шкула чупнă, пуçламăш шкул пĕтерсенех колхозăн уй-хирĕсенче ĕçлесе ỹснĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вара 17-ри хĕре НАТИ ятлă трактор шанса панă. Тем тĕрлĕ нуша тỹсме лексен те аллине усман Улька, хурçă ута яланах юсавлă тытма, хушнă ĕçе вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлама тăрăшнă. Пĕррехинче çапла, кĕрхи суха вăхăтĕнче, тем сăлтава пула трактора вут хыпса илнĕ. Çухалса кайман Улька, патшалăх пурлăхне çăлса хăварас тесе çунакан трактора сỹнтерме пуçланă, çи-пуçне вут хыпса илнине те туйман малтанласа. Хăйĕн хурçă утне сыхласа хăварма пултарнă-ха хăюллă хĕрупраç, анчах хăйĕн ỹт-пĕвĕ çулăмпа пиçсе самаях сусăрланнă. Сипленсе сывалнă хыççăн Улька ялти комсомолецсемпе пĕрле Пăва тăрăхĕнчи чукун çул тунă çĕрте хастарлăх кăтартса ĕçлет, вăрман касас ĕçре те вăй хурать. Çамрăклăх - çамрăклăхах çав, йывăр ĕçре мĕнле ывăнсан та юрату туйăмĕ çухалмасть вăй- питти çыннăн. Улька та хăйĕн телейне тупмасăр юлман. Хайпăлари Элекçей Антоновпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Алексей Осипович Палтиелĕнче счетовод пулса ĕçленĕ, Улька вара «Правда» колхозăн Хайпăлари бригадинче тăрăшнă. Каярах тата Шăмăршăри апат-çимĕç комбинатĕнче тутлă пĕремĕксем пĕçернĕ, пахча-çимĕç тураса типĕтнĕ. Хăть ăçта ĕçлесен те Ольга Николаевна яланах тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, ырă кăмăллăхĕпе уйрăлса тăнă. Çакăншăн ăна пĕрле ĕçлекенсем те хисепленĕ, сума сунă. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Ольга Антонова «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята, Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене те пĕрре мар илме тивĕç пулнă. 9 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă Ольга Николаевнапа Алексей Осипович. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн тăван килĕнче пĕчченех пурăнать Улька аппа, хĕллехи вăхăтра вара - хĕрĕсем патĕнче. Ахаль ларма вăхăт çук 92 çулхи ĕçчен кинемин. Сакăр мăнукĕпе 11 кĕçĕн мăнукĕ валли çăм авăрласа алса- чăлха çыхса парать, кил хушшинчи ĕçсемпе кăштăртатса йăпанать. Çуркунне юр кайса пĕтсенех вара тăван килне таврăнса пахчара тăрмăшма пуçлать – пахча-çимĕçне, улми- çырлине акса тăвать, ачисемпе мăнукĕсем валли те çителĕклĕ хатĕрлет. Йышлă тăванĕсемпе çывăх çыннисем Улька аппана çуралнă кунĕ ячĕпе чун-чĕререн хисеплесе те юратса саламлаççĕ, вăрăм ĕмĕрпе канлĕ ватлăх сунаççĕ.

Г.ЛАРШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика