Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар тесен - сехре хăпать

23 декабря 2015 г.

Пушарсен сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Юриех вут тертнĕ тĕслĕх кăçал районта пĕрре пулнă (пĕлтĕр - иккĕ). Иртнĕ çул ачасене пула вут-кăвар тухнă тĕслĕх пулман пулсан, кăçал вĕсем - иккĕ. Çакна та каласа хăвармалла: электрооборудованипе усă курас йĕркесене пăснине пула пушар тухнă тĕслĕхсем вуннă (пĕлтĕр - çиччĕ) пулнă. Пĕтĕмлетỹ çакна кăтартса парать. Пушарсем тухасси Шăмăршă ял тăрăхĕнче ỹсни палăрать (пĕлтĕр - пиллĕк, кăçал - çиччĕ), вăл шутра район центрĕнче кăçал пиллĕк, 2014 çулта - тăватă хутчен. Ытти ял тăрăхĕсене илес пулсан çакна каламалла. «Хĕрлĕ автан» алхаснă тĕслĕхсен пĕтĕмлетĕвĕсем çапларах. Кăçал карапайшăмăршăсем вут-кăвартан сыхланас тĕлĕшпе тимлĕ пулни курăнать - ку тăрăха пушар машинисем пынă тĕслĕхсем пулман. Пĕлтĕр Пуянкасси ял тăрăхĕнче пушар тухнă тĕслĕх пулманччĕ, кăçал вара çакнашкал пĕр инкек регистрациленĕ. Анат Чаткас ял тăрăхĕнче те 2015 çулта пушар пулнă икĕ тĕслĕхе шута илнĕ (пĕлтĕр кун пекки пулман). Вут-çулăм алхаснă тĕслĕхсем тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче çапларах: Васан - пĕлтĕр те, кăçал та пĕрер. Палтиелĕнче - виçшер, Пăчăрлă Пашьелĕнче - пĕрер, Кивĕ Чукалта – пĕрер. Кăçал Чукал ял тăрăхĕнче те пушар тухнă тĕслĕх пĕрре çеç пулнă, пĕлтĕр - иккĕ. Атьăр-ха малашне вут-кăварпа асăрхануллă пулар, хамăршăн хăрушлăх кăларса тăратар мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика