Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра тимлĕ пулмалла

23 декабря 2015 г.

Çак уяв хаваслă лару-тăрура иртет, ăна кашниех çĕкленỹллĕ кăмăлпа кĕтет. Анчах та, хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмасан, уяв инкек кỹме, кăмăла пăсма та пултарать. Çак правилăсене пурнăçлама йывăрах та мар. Предприятисенче, организацисенче, учрежденисенче е ытти вырăнсенче Çĕнĕ çул елкине вырнаçтарас тесен, патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмне заявка тăратмалла, чăрăш лартма ирĕк панине çирĕплетекен хут çыртарса илмелле. Чăрăша çуртăн пĕрремĕш хутĕнче кăна вырнаçтармалла, уяв иртекен пỹ- лĕмрен урама тухмалли икĕ алăкран кая мар пулмалла. Пушар сỹнтермелли хатĕрсем (огнетушитель, хăйăр тултарнă ещĕк тата ытти те) курăнакан вырăнта тăмалла. Чăрăша çирĕп тĕрев çине, залран тухма-кĕме чăрмантарман ирĕк вырăна вырнаçтармалла. Унăн лăссисем стенана тата маччана 1 метр чухлĕ перĕнмелле мар. Электричество çутипе уява илемлетнĕ чухне шанчăклă изоляциллĕ, çĕнĕ йышши электропроводкăпа тата напряжение чакаракан трансформаторпа усă курмалла. 220 вольтлă напряженипе усă курнă чухне хăватлăхĕ пĕчĕк лампочкăсен 25 ватт пулмалла. Чăрăш çине заводра туса кăларнă гирляндăсем кăна çакмалла. Чăрăша мамăкпа, хутпа, марльăпа, хăвăрт хыпса илме пултаракан ытти материалпа илемлетме юрамасть. Уяв костюмĕсем, тĕрлĕ теттесем хатĕрленĕ чухне çунакан материалсенчен (бертолетова соль, магний) пăрăнмалла. Костюмсене, марльăран е мамăкран хатĕрленĕ теттесене çунмалли мар тăвас тесе 10 минут ятарлă шĕвекре (1 литр ăшă шыв çине 150 грамм крахмал ярса ирĕлтермелле) тытмалла, типĕтмелле. Уяв пынă вăхăтра çуртасем çутма, бенгаль çулăмĕсем, фейерверксем тивертме юрамасть. Уяв иртекен пỹлĕмре савăтпа шыв, хулăн витĕнчĕк пулмалла. Çĕнĕ çул уявĕнчи пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисемшĕн предприяти, организаци е учреждени руководителĕ яваплă. Массăллă мероприяти вăхăтĕнче коллектив работникĕсенчен дежурство йĕркелемелле, вĕсене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем тăрăх инструктаж памалла, пỹлĕмсенчен эвакуацилемелли йĕркесене ăнлантармалла. Яваплă çынсен уяв умĕн пỹлĕмсене (зала) тĕплĕн пăхса çаврăнмалла, пушар сỹнтермелли хатĕрсем вырăнтах пулнине, вĕсен тата телефон юсавлăхне тĕрĕслемелле. Вут-çулăм тухас пулсан (кун пеккинчен Турă сыхлатăрах!) тỹрех Пĕрлĕхлĕ çăлав службине 01 телефонпа шăнкăравласа пĕлтермелле, çынсене эвакуацилемелле, пушар сỹнтерме пуçламалла. Çĕнĕ çул уявĕ пур çĕрте те хаваслă ирттĕр. 

И.КРЫЛОВА, ВДПОн районти Совечĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика