Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕмĕл саслă юрăçă

23 декабря 2015 г.

Çул çинчи инкеке пула 43 çултах шкул ĕçне пăрахма тивнĕ Иван Федоровичăн. 20 çул каялла, çулталăк больницара сипленнĕ хыççăн, вăл 2-мĕш ушкăн инваличĕ пулса юлнă. Çапах та чăн-чăн педагогăн илĕртỹллĕ таса чунĕ, çỹллĕ шайри культури унра яр уççăн палăрса тăрать. Иван 1951-мĕш çулта Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче йышлă çемьере (8 ача!) çуралса ỹснĕ. Ашшĕ - Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пынă вăрçăран аманса таврăннăскер, мĕн вăй çитнĕ таран хуçалăхра тăрмашнă – ял çыннисем валли чỹрече рамисем, сĕтел-пукан ăсталанă. Юнашарах купăсĕ те пулнă - ĕç вĕçленнĕ хыççăн ăстаçă унпа юрă-кĕвĕ шăрантарнă. Ашшĕ йывăçран каскаланине пĕчĕк ывăлĕсем пиллĕкĕшĕ те пăхса тăма юратнă, пỹрнисемпе хăш купăс тỹмине пуснине те сăнаса ларнă. Çапла çемьере, ывăлсем çитĕннĕçемĕн, 6 столяр тата çавăн чухлех купăсçă пулса кайнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Иван пĕр çул ялта тĕрлĕ ĕçе хăнăхнă, каçсерен клубри сцена çинче юрланă, спектакльсене хутшăннă. Янăравлă сассине кура, унăн ытларах пĕччен юрлама тивнĕ. Пĕррехинче ăна шкул директорĕ чĕнсе илнĕ, пулас профессине музыкăпа çыхăнтарма сĕннĕ. Паллах, вăл Иван шкулта лайăх вĕреннине те, илемлĕ юрланине те, купăспа ăста вылянине те питĕ лайăх пĕлнĕ. Çапла 1970-мĕш çулта И.Иванов Чăваш патшалăх педагогика институтне çитет, музыка факультечĕн студенчĕ пулса тăрать. 1975-мĕш çулта вĕр-çĕнĕ дипломлă çамрăк специалист Палтиелĕнчи вăтам шкулта ачасене музыкăна вĕрентме тытăнать. Акă епле аса илет çак çулсене шкулта воспитани енĕпе ĕçленĕ директор çумĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Р.Минеева: - Иван Федорович хăйĕн иксĕлми таланчĕпе, хĕрỹ чĕрипе Палтиел шкулне ырă улшăнусем кĕртсе хăварчĕ. Пĕр минут канма пĕлместчĕ – баянĕ епле тỹсетчĕ-ши? Юрă урокĕсене епле интереслĕ ирттеретчĕ! Уроксем хыççăн малтан - 90 ачаран тăракан икĕ саслă хор занятийĕ, ун хыççăн - учительсен 50 çынран тăракан 3-саслă хор репетицийĕ... Каçпа тата клубра ял халăхне юрлама вĕрентетчĕ. Пĕрмаях концертсем, конкурссем - районта çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ! Канашра хутшăнма та тивĕçнĕччĕ шкул ачисен хорĕ! Чăн-чăн вĕрентỹ ĕçне парăннă учитель, ачасен юратнă вĕрентекенĕ пулса кĕрсе юлчĕ вăл шкул историне. Ырă сăмахсем çеç калаççĕ И.Иванов çинчен Шăмăршăри вăтам шкулта пĕрле ĕçленĕ учительсем те. Кунта вăл ытларах ĕç урокĕсене ертсе пынă. Ачасемпе тата ĕçтешĕсемпе хор йĕркелесси вара Иван Федоровичăн тивĕçĕ шутланнă. Нихăçан та виçсе ĕçлемен вăл, хаваспах тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ, хăй те тăтăшах сцена çинче юрланă – хорпа та, пĕччен те. Пур çĕрте те киленсех ĕçленĕ: шкулта та, ялти клубра та. Яланах ĕлкĕрнĕ, вăй-хал та çитернĕ, темле кăткăс самантра та майсем тупнă. Районти Культура çуртĕнче чылай çул методист пулса ĕçленĕ, «Шурă хурăн» агитбригадăна ертсе пынă. Унăн концерт программине те, чылай юрăсене те Иван Федорович хăех çырнă. Район халăхĕ акатуйра вăл баянĕпе сцена çине тухасса чăтăмсăррăн кĕтетчĕ. Çепĕç тенор сассипе «Ехал я из Берлина», «Солдатская борода» тата ытти юрăсем епле çĕкленỹллĕ шăрантаратчĕ – халĕ те асран тухмасть савăнăçлă сăн-пичĕ, телейпе çиçсе тăракан куçĕсем. Пурнăçа вĕçсĕр юратни, музыка искусствине чунĕпе парăнса ĕçлени ăна çунатлантарса, вăй-хăват парса тăнă. Иван Федоровичăн талантне, пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă. Вăл СССР художество пултарулăх смотрĕн лауреачĕ, Пĕтĕм çĕршыври халăх пултарулăхĕн 2-мĕш фестивалĕн лауреачĕ, СССР Культура министерствин медальне тивĕçнĕ. Унсăр пуçне республикăри «Юхмаен кĕввисем» ятлă хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен фестивалĕн лауреачĕ. Халĕ вăл Шăмăршăра кил-хуçалăхĕнчи ĕçсемпе вăхăтне ирттерет. Мăшăрне выльăх-чĕрлĕх пăхма, пахча-çимĕç ỹстерме пулăшать. Хĕллехи кунсенче юр хырма юратать. Шел, сцена çине тухаймасть шăпчăк саслă Иван Федорович, баянпа выляса та хăйĕн çемйине кăна савăнтараять. Çавах юрламасăр пурăнаймасть - ĕçленĕ хушăра та пулсан юрăсем ĕнĕрлет. Ачисемпе мăнукĕсем те музыка тĕлĕшĕнчен талантлă – вĕсем юрланине итлесе киленет. Хĕрĕ Анжела ашшĕ вĕреннĕ факультетрах музыка учителĕн дипломне алла илнĕ, пианинăпа ăста вылять. Ывăлĕ Иван Иванович - çар çынни, подполковник, Мускавра службăра тăрать. Шупашкарти мăнукĕ уроксем хыççăн ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче юрă ăсталăхне туптать. Ырă вăрлăх хунавсем янă теме те юрать. Ачисемпе мăнукĕсем çинчен Иван Федорович çав тери хĕпĕртесе каласа парать, унăн пĕтĕм ĕмĕчĕ вĕсемпе çыхăннă. Яланах савăк кăмăлпа, ыррине шанса пурăнмалла пултăр сирĕн, халăх килĕштерекен пултаруллă баянист тата кĕмĕл саслă юрăçă! 

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика