23 декабря 2015 г.
Шкулта ỹкерчĕк, çутçанталăка сăнласси, композици тăвас тĕп занятисемсĕр пуçне ачасем тата хаваспах декоративлă-прикладной искусство урокĕсене те çỹреççĕ. Унта вĕсем тăварлă чустаран, гобеленран, тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен илемлĕ япаласем, кỹлепесем ăсталама, тĕрлеме, явса çыхма, çыпăçтарма хăнăхаççĕ. Çак ĕçсене пурнăçланă вăхăтра ачасен илемлĕх туйăмĕ çирĕпленет, фантазипе ăсталăх атала- нать. Вĕсен аллисем, пỹрнисем тĕрлĕ кăткăс хусканусем тума хăнăхаççĕ. Çакă пĕтĕмпех малашнехи пурнăçра кирлĕ ăс-тăна, сисĕм-туйăма, тавçăруллăха аталантарма кирлĕ. Ху аллупа тунă илем – яланах хаклă, вăл хăвна тантăшусен хушшинче палăрса тăма та пулăшать. Паллах, ỹссе çитĕнсен пурте ỹнерçĕсем пулаймĕç. Искусство шкулĕнче ăс-тăн пухни ачасене малашне тавракурăмлăрах пулма, илемлĕхе туйса ăнланма, ĕçе хăнăхма, ырă кăмăллăрах пулма, çутçанталăка ытларах юратма, сыхлама пулăшĕ.
Ю. Цыганова , Шăмăршăри ỹнерпе музыка шкулĕн директорĕ.