26 декабря 2015 г.
Керменĕн аялти хутĕнчи фойере - тĕрлĕрен кĕнеке куравĕсем: «Литература географийĕ», «Кĕнекесем-юбилярсем», «Кĕнекепе пĕрле - çĕнĕ çула», «Шăмăршăсем литература тĕпелĕнче» тата ыттисем те. Ỹнер шкулĕнче вĕренекенсен хăйсен аллипе ăсталанă сувенирĕсем те куçа илĕртеççĕ. Вĕсен ячĕсем мĕне тăраççĕ - «Çĕнĕ çул ячĕпе!», «Телей, ăнăçу пултăр!», «Ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр!». Уява кадетсен вальсĕ уçрĕ. Районта Литература çулталăкĕ хупăнни çинчен В.Петьков - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ пĕлтерчĕ. Вăл Литература çулталăкĕнчи çитĕнỹсемшĕн ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Мухтав хучĕпе Л.Егорована - Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн библиотекарьне наградăларĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн социаллă пайĕн грамотипе З.Свеклована, Л.Семенована, З.Головинскаяна вĕрентекенсене тата О.Синелевана - Анат Чаткасра пурăнакан активлă кĕнеке вулакана - чысларĕ. Малалла Литература çулталăкĕнче хастарлăхпа палăрнă хăш-пĕр ертỹçĕсене тата кĕнеке вулама юратакансене районти Тĕп библиотека тытăмĕ Тав хучĕсемпе хавхалантарчĕ. Районти «Клубсен централизациленĕ системин» директорĕ В.Львова ялти Культура çурчĕсен çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсен артисчĕсене тата кĕнеке нумай вулакансене Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Уява ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсен вăйĕпе хатĕрленĕ концерт программи тăсрĕ. Чăн малтанах Пуянкасси ял тăрăхĕнчен килнĕ артистсем Константин Иванова халалланă литературăпа музыка композицине кăтартса пачĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çыравçă-ентешсем çинчен те асăнса хăварчĕç. Кун хыççăн Пăчăрлă Пашьел, Чукал тата Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем А.Чеховăн «Вишневый сад» пьесин пĕр пайне, Анат Чаткаспа Палтиел тăрăхĕнчи библиотекарьсем С.Михалковăн «Как старик корову продавал» хайлавне выляса кăтартрĕç. Уява Карапай Шăмăршăри Культура ĕçченĕсем те янăравлă юррисемпе хутшăнчĕç. Çавăн пекех Карапай Шăмăршăри вăтам тата Васанти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем концерт программине вăрçă тематикипе çыхăннă музыкăпа литература композицийĕсемпе хăйне евĕр анлăлатрĕç, пуянлатрĕç. Яланхи пекех куракансене С.Кудряшов, Т.Яковлева тата Е.Воронцова юрăçсем илемлĕ сассисемпе савăнтарчĕç. Сăмах май, Шăмăршăри вăтам шкулта ĕçлекен Елена Семеновнăна Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви мероприятисене активлă хутшăннăшăн Тав çырăвĕпе наградăларĕ. Çавăн пекех уява «Антонина» ташă ушкăнĕ хаваслантарса тăчĕ. Çапла вĕçлерĕмĕр Литература çулталăкне. Илемлĕ литературăна юратакансемшĕн асра юлмалли ырă самантсем сахал мар пулчĕç. Çĕр-çĕр çын вырăс классикĕсен тата К.Ивановăн произведенийĕсене алла тытма, халиччен вуламан кĕнекесемпе паллашма вăхăт тупрĕç пулĕ. Литература çулталăкне Раççейре Кино çулталăкĕ ылмаштарĕ, Чăваш Енре 2016 çул Ĕç çынни çулталăкĕпе палăрĕ. Çапах та кĕнеке яланах пирĕнпе юнашар пулĕ.
Г.ИВАНОВА.