26 декабря 2015 г.
Шкулта вĕреннĕ çулсенче пĕрмаях физорг, класс командирĕ пулнă, çарта - отделени командирĕ тата старшина çумĕ.Çартан таврăнсан авиаци сержантне «Шемуршинский» совхоз фермин заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ (1976 ç) - йышлă коллектива çур çул ертсе пынă – çамрăклах пултарнă. Татах та ĕçлетчĕ пуль, пултарулăхне кура Васанти вăтам шкула физкультура учителĕ пулма чĕнсе илеççĕ _ 9 çул ачасене çак предмета вĕрентет. Çак хушăра Чĕмпĕрти педагогика институтĕнче заочно майпа вĕренсе географи учителĕн дипломне алла илет (1982 ç), физкультурăсăр пуçне тата истори, географи, тăван ен культури предмечĕсене ертсе пырать. Çав çулсенчех Герман Николаевич хăй çуралса ỹснĕ вырăнсен аваллăхĕпе тата культурипе интересленме тытăнать - кăсăклантаракан ыйтусене тĕрлĕ архивсенче тĕпчет. Шăмăршă тăрăхĕнчи халăх сăмахлăхне пуçтарма шкул ачисене те явăçтарать. Çапла майĕпен краеведени музейне йĕркелес шухăш та çуралать. 1990-мĕш çулта Васан ялĕнче уçăлнă музей тепĕр çулах халăх музейĕ ята тивĕçме пултарать, ял тăрăхĕшĕн кăна мар, пĕтĕм районшăн паллă событи пулса тăрать. Çак самантран пуçласа района килнĕ кашни хăна кунта çитсе курма васкать. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, Раççей тава тивĕçлĕ артистки Т.Буланова, США, Финлянди, Франци, Турци, Болгари çĕршывĕсен делегацийĕсем пулса курнă çак музейра – пурте кăмăллă юлнă, музей ĕçне пысăк хак панă. Паллах, краеведени музейĕн директорĕ Г.Ларшников канăç пĕлмесĕр тăрăшнă чăваш халăхĕн мĕн авалтан пыракан ĕçĕ-хĕлĕ, йăли-йĕрки, культури çинчен калакан экспонатсем шыраса. Тăван халăхăн историйĕпе культурине музей çуртне пуçтарнипе çырлахмасть хастар краевед, ял çыннисен иртнĕ пурнăçĕ çинчен çырса хăварма васкать. Çапла пĕрин хыççăн тепри 4 кĕнеке пичетленсе тухать: «Нихçан манăçми кунсем» (1995 ç), «Тăван шкул – пĕлỹ çăлкуçĕ» (1997 ç), «Кĕçĕн Хырла хĕрринче» (2009 ç),«Рожденный в музее...» (2012ç). Çак кĕнекесем – хăйне евĕр истори палăкĕ, çамрăк ăрушăн калама çук хаклă парне. Г.Ларшников музейпа пĕрлех ачасен «Мерчен» фольклор ансамбльне те йĕркелесе янă. Хăнасене чăваш тумĕ тăхăннă ачасем чăн чăвашла _ çăкăр-тăварпа, халăх юррисемпе кĕтсе илетчĕç. Чĕрĕк ĕмĕр хушши илемлĕх ертỹçи те, купăс калаканĕ те хăех пулнă. Ачасен ансамблĕ районти, регионти, Раççейри фольклор конкурсĕсемпе фестивалĕсенчен тăтăшах Дипломпа таврăннă, республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсем патне (Тюмень, Мускав, Чĕмпĕр, Чулхула облаçĕсем, Тутар, Удмурт Республикисем) концертпа тухса çỹренĕ. 2004-мĕш çулта Раççей Президентне В.Путина Шăмăршăра кĕтсе илекенсем те мерченсем пулнăччĕ. 2005-2008-мĕш çулсенче Герман Николаевич Васанти вăтам шкул директорĕн тивĕçне пурнăçланă. Калас пулать, çак çулсенче шкул коллективĕ нихçанхинчен те тухăçлăрах ĕçлесе районти шкулсем хушшинчи рейтингăн чи çỹллĕ шайне çитме пултарнăччĕ. Паллах, ертỹçĕ тăван шкулĕн чысне çĕклессишĕн, ачасене тарăн пĕлỹ парассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хунă. Ĕнер Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, В.Бараев-Сĕркке поэт ячĕллĕ преми лауреачĕ 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ултă теçеткери çитĕнỹсем пайтах. Малашнехи ĕмĕчĕсем татах та анлă. Шăмăршă районĕн энциклопедине кăларас енĕпе ĕçлекен ушкăнра пулнă май, çак ĕçе ăнăçлă вĕçлессишĕн тăрăшать вăл. Хăйĕн çемье, йăх историне çырса уйрăм кĕнеке пичетлесшĕн. Виçĕ ывăлĕ, мăнукĕсем питĕ кăмăллă пулĕччĕç ку ĕçпе. Тав сăмахĕсене тĕрлĕ тытăмри патшалăх ведомствисенчен сахал мар тивĕçнĕ Герман Николаевич, çав шутра: Чăваш Патшалăх Канашĕ, Чăваш халăх наукăпа искусство академийĕ, ЧР Халăх пултарулăх çурчĕ... Чăваш Республикин Президенчĕ те Тав Çырăвĕпе хавхалантарнă ăна. Чăваш Наци конгресĕ тата республикăри таврапĕлỹçĕсен Канашĕ ăна 2000-мĕш çулта «Чăваш халăх академикĕ» тата çак академийĕн тĕп членĕ» хисеплĕ ятсем панă. 2009, 2011-мĕш çулсенче ЧР муниципаллă йĕркеленĕвĕсен Канашĕн çулсерен ирттерекен смотр-конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн «Республикăри чи лайăх общественник» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. 2013-мĕш çулта Чăваш халăх наукăпа искусство академийĕ тата «Хыпар» издательство çурчĕ» Н.В.Никольскин 3-мĕш степень орденĕпе чысланă. 2014-мĕш çулта Чăваш Республикинчи «Муниципаллă культура учрежденийĕн чи лайăх ĕçченĕ» хисеплĕ ята тата 50 пин тенкĕ премие тивĕçнĕ... Юбиляр вара наградăсем пирки акă мĕн шутлать: - Чи пысăк награда вăл - халăх хисепĕ, ĕçтешсемпе тус-юлташсем сума суни, çывăх тăвансем юратни, çĕршыва юрăхлă пулни, пурнăçа тивĕçлĕ пурăнса ирттерни, хам хыççăн ырă ĕçсем хăварни. Мĕн калăн кăна хирĕç? Малашне те ăнăçусем сире, тĕпчевçĕ, журналист, ăсчах! Г.ИВАНОВА.