31 декабря 2015 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, çамрăк пулин те, халăхпа тĕл пулнă чух чăн малтан ветерансемпе ăшшăн калаçни, ял пурнăçĕнче ырă тĕслĕх кăтартакансене алă тытсах саламлани çынсен кăмăлне çĕклет.Ĕç çыннин çулталăкĕнче пуринчен малтан ĕçлекен çыннăн ятне-чысне çĕклессишĕн тăрăшасчĕ. Ку тĕлĕшпе манăн та калас сăмахăм пур. Аслăрах ăру çыннисем лайăх астăваççĕ: совет влаçĕн çулĕсенче район центрĕнче «Ĕçре чапа тухнисене - мухтав!» ятлă илемлĕ стенд пурччĕ. Унта ялхуçалăхĕпе вăрман хуçалăхĕнче, ытти отрасльте чунтан тăрăшса ĕçлекенсен, ăмăртура малта пыракансен сăнỹкерчĕкĕсене вырнаçтаратчĕç. «Восход» колхозăн инженер-механикĕ Петр Чумуркин, Киров ячĕллĕ колхоз доярки Любовь Тенишева, «Искра» колхоз доярки Минисса Тепитова, «Гвардеец» совхоз механизаторĕ Иван Семенов, «За коммунизм» колхоз утарçи Николай Борзов, «Волга» колхозри Анастасия Синякова сысна пăхакан тата ыттисем те хисепе темиçе хутчен те тивĕçрĕç. Ĕçре малта пыракансен сăнỹкерчĕкĕсене кашни колхозпа совхозрах, предприятирех Хисеп хăми çине вырнаçтаратчĕç. Çакă ĕçченсен хавхаланăвне сăнлатчĕ, юлса пыракансене малтисемпе танлашма хистетчĕ. Ун чух хăйсен колхозĕнче хăш механизатор е выльăх-чĕрлĕх пăхакансем малта пынине, хăш бригада чи пысăк тухăçлă тырпул пуçтарса кĕртнине пĕтĕм ял пĕлсе тăнă. Шкул ачисем ĕç паттăрĕсем çинчен сочинени çыратчĕç, хальхи пек компьютерти е кĕнекери тĕслĕхсене мар - чăн пурнăçри Ваççа тетесемпе Марье аппасене сăнласа кăтартатчĕç. Пăтрашуллă самана пуçлансан, асаттесемпе аттесем тар тăкса туса лартнă фермăсемпе техника паркĕсене, складсемпе йĕтемсене «Ур-ра!» кăшкăрса (тахçан чиркỹсене аркатнă пек) тустарма-çĕмĕрме тытăнсан ĕçлекен çын çине те алă сулчĕç. «Çĕршывра колхозсем саланнă вăхăтра чĕре ыратнипе аптăраттăм, куçăмран куççуль юхатчĕ», - аса илет çав çулсене районти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри, чĕрĕк ĕмĕр хушши «Восход» хуçалăха ертсе пынă Михаил Николаевич Ухваркин. Хĕрĕх çул хаçатра ĕçлесе тем те курнă, теме те тỹссе ирттернĕ. Унччен уй-хирте е фермăра ĕçленĕ çынсемпе халĕ урамра тĕл пулсан чи çывăх тăвана курнă пекех хĕпĕртетпĕр. Шăмăршă пасарне е больницăна килнĕ çынсем хушшинче вăтăр-хĕрĕх çул каялла районта малта пынă механизаторсене, ферма ĕçченĕсене, ахаль колхозниксене куратăн та, ыталаса илсе, шуралнă пуçăма тайса чĕререн тав тăвас килет. Ĕçлекен çынна хисеп тума, çамрăксене аслисем ырă тĕслĕхĕпе воспитани пама, ĕç династийĕсене çĕнĕрен чĕртсе тăратма чĕнсе калать пирĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Каччăсемпе хĕрсене рабочи профессийĕсене юратма вĕрентмелле, çак ĕçе шкул сакки çинченех пуçламалла. Маларах калани патне тепĕр хут таврăнса, эпĕ район ертỹçисене Шăмăршăри илемлĕ площадьре «Вĕсемпе тăван район мухтанать» ятлă фотостенд тумашкăн чĕнсе калатăп. Ырă тĕслĕх пур: кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕн центрне е хамăр республикăри Елчĕк тăрăхне çеç кайса курмалла. Мĕн, пирĕн мухтава тивĕçлĕ çыннăмăрсем çук-и? Ырă ĕç тума тем чул укçа та кирлĕ мар вĕт-ха. Пирĕн хисеплĕ ветерансем чĕрĕ-сывă чухне вĕсен сăнĕсене те ỹкерсе илесчĕ, пĕтĕм халăх курмалла стенд çине вырнаçтарасчĕ. Тахçантанпах пуçра тытса çỹрекен тепĕр шухăш та канăç памасть. Районта малта пыракан çĕр ĕçченне чыслама ятарлă Кубок е приз туса хурсан, мĕн калĕ-ши халăх? Çак Кубок е приз «Шăмăршă районĕн хисеплĕ çынни» ята тивĕçнĕ Иван Антонович Журавлев ячĕллĕ пултăрччĕ. Мĕн каласан та, Иван Антонович районшăн çав тери нумай ырă ĕç тунă, вăл ĕçленĕ çулсенче колхозсемпе совхозсем, предприятисем вăйлă аталаннă. Иван Журавлев ячĕллĕ Кубока е приза çулталăкра пĕрре - Шăмăршăри Акатуйра пĕтĕм халăх умĕнче парсан район ертỹçисен хисепне те ỹстерĕччĕ. Кунта район патриочĕсем - спонсорсем те пысăк пулăшу пама пултарĕччĕç. Акатуй пирки каланă май, ĕç паттăрĕсене чысламалли уява Шăмăршăра çеç мар, ялсенче те ирттерсен çав тери аван пулĕччĕ. Пуртех район центрне килеймеççĕ вĕт-ха, мĕншĕн вĕсене савăнăç парнелес мар? Ял уявĕсенче ĕçре малта пыракансемпе пĕрлех хисеплĕ ветерансене, ял пурнăçне хастар хутшăнакансене те чысласчĕ. «Чутласан - турпас, каласан - сăмах», - теççĕ ваттисем. Ман сăмах турпас пек шывпа юхса каймасса, вырăнлă та усăллă пуласса шанас килет. Хаклă вулаканăм, чунтан юратакан тăванăм! Мĕн шухăшлатăн эсĕ ман сĕнỹ пирки, ĕçлекен çынна укçа çеç мар, хисеп те кирли çинчен тĕрĕс çыратăп-и эпĕ? Хăвăн шухăшна пĕлтерсен, сана çав тери тав тунă пулăттăм.
И.САЛАНДАЕВ.
Редакцирен: И.М.Саландаев пуçарăвĕ пирки эсир мĕн шутлатăр? Çырса пĕлтерме е шăнкăравлама ыйтатпăр.