Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2016 çула мĕнле кĕтсе илмелле?

31 декабря 2015 г.

Çулталăк хуçи, Качака, пирĕнпе сывпуллашма хатĕрленет. Ун вырăнне Упăте йышăнма васкать. Тĕрĕссипе, Хĕвелтухăç календарĕпе килĕшỹллĕн, вăл çитес çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче çеç хуçаланма тытăнать. Анчах эпир хăнăхнă ĕнтĕ - çулталăк символне декабрĕн 31-мĕшĕнчех кĕтсе илетпĕр. Çĕнĕ çула шампань эрехĕпе тата шартлакпа (хлопушка) çеç кĕтсе илмелле мар. Чи кирли - çитес çул паллин кăмăлне тупасси. 2016 çул хуçин кăмăлне çемçетес тесен сĕтел çине ăна килĕшнĕ пек хатĕрлемелле, кил-çурта илемлетмелле, хитре тăхăнмалла... 2016 çул хуçи Упăте - ăслă, савăк кăмăллă. Вăл йăлтах пĕлсе тăма талпăнать. Çавăнпа çитес çул тĕнчере, çĕршывра мĕн пулса иртнине сăнасах тăмалла - пуçăннă ĕç-пуç мĕнле вĕçленесси çакăнтан нумай килет. Анчах çулталăк символĕ кутăнлашма та пултарать. Ку - мĕн те пулин килĕшмен чухне. Упăте хуçаланнă чухне пулăшу кĕтсе лармасăр хăвăра çеç шанмалла, яваплăха ыттисем çине тиемелле мар. Çак чĕрчун пĕтĕм ĕçе хăй тума юратать, чĕнмен пулăшуçăсене хапăл мар вăл. 2016 çул çĕнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртмешкĕн ăнăçлă. Çавăнпа майсемпе усă курмаллах, унсăрăн ỹкĕнмелле пулĕ. Упăте чылай çĕнĕлĕх, кĕтменлĕх илсе килĕ. Хăрушлăхран хăраманнисем малта пулĕç. Упăте çулĕ уйрăм çыншăн кăна мар, пĕтĕм тĕнчешĕн пуян пулăмсемпе иртĕ. Парне Упăтене тивĕçлĕн кĕтсе илес тесен пур вак-тĕвеке те шута илмелле. Ахăртнех, чылайăшĕ тус-тăван валли парне хатĕрлеме тытăннă. Ăна Упăтен кăмăлне шута илсе туянăр. Вăл - хаваслă чĕрчун, çавăнпа парне те илĕртекенни, куçа йăмăхтараканни пултăр. Халăхсен хăйне уйрăмлăхĕпе килĕшсе тăракан, аякран илсе килнĕ сувенирсем, экзотика эрехĕ, талисман - шăп та лăп меллĕ. Çавăн пекех туссене пылак çимĕçпе савăнтарма юрать. Хĕрарăмсене ылтăн алка-вăчăра парнелĕр. Чи кирли - парнесем ахаль чухнехинчен уйрăлса тăччăр. Кил - çурт Уяв умĕн кил-çурта илемлетесси те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Илемлĕ сасă кăларакан шăнкăравпа хăнкăрма, стенаран çакнă йăлтăр-ялтăр ярăм, хунар, ялтăркка - çаксем пỹртре пулччăр. Алăк тăррине упăте çакмалла. Вăл çурта телейпе ăнăçу илсе килĕ. Астрологсем пỹрте Упăте юратакан тĕссемпе илемлетме сĕнеççĕ: хĕрлĕ, сарă, хĕрлĕ сарă, ылтăн. Çутă тĕс ытларах пултăр. Кăштах кăвак тата симĕс тĕссемпе усă курма сĕнеççĕ. Декор тумашкăн çуртапа, чăрăш турачĕпе, йĕкелпе, улма-çырла муляжĕпе, упăте статуэткипе, çемçе теттепе усă курмалла. Карçинккана улма-çырла тултарма пулать. Капăрлатнă чăрăш айне пысăк упăте лартсан аван. Елкăна илемлетнĕ чухне йăлтăр-ялтăр теттепе, ярăмпа ытлах усă курмалла мар. Куçа илĕртекен хутпа чĕркенĕ канфетсене чăрăш тураттинчен çаксан упăте савăнĕ. Пỹртре укçа йывăçĕ е пальма пур тăк вĕсене те капăрлатмалла. Тумтир Упăтене хаваслă та шавлă кĕтсе илмелле. Шампань эрехĕ, фейерверк... Йăлтах савăнтарĕ çак чĕр чуна. Çĕнĕ çул каçхине мĕн тăхăнмалла тетĕр-и? Хĕрлĕ, сарă, хĕрлĕ сарă тĕслĕ тум. Кунсăр пуçне хĕрарăмсен алка-вăчăра, сулă пирки манмалла мар. Чи кирли - тум хăвăра килĕштĕр. Упăте - ырă чунлă, хăш-пĕр япалана вăл курмăш тума та пултарать. Анчах тунсăхланине ниепле те каçараймĕ. Апла пулсан тумтир те хаваслă курăнтăр, «бизнес леди» пек костюм тăхăнмалла мар. Упăте кĕпе фасонне тиркемест. Чи кирли - çăмăл пултăр вăл. Хĕрлĕ тĕс сире каять-тĕк çакăн пек кĕпе иккĕленмесĕр туянăр. Тепĕр тесен, Упăте сỹнекен вучах евĕр тĕссене те кăмăллать. Кĕл, хăмăр тĕслĕ тума тиркемест вăл. Арçынсен те тум пирки шухăшла- малла. Ялан тăхăнса çỹрекен тумтир уявра вырăнлă мар. Çĕнĕ костюм туянма тиветех. Лайăх, савăк кăмăллă çынсене Упăте 2016 çулта кỹрентермĕ. Ку чĕрчун пултарулăх çыннисене уйрăмах кăмăллать, çавăнпа уявра хăнасемпе хаваслă вăйăсем, конкурссем ирттермелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика