Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕç чуна савăнтарать

31 декабря 2015 г.

Ашшĕ, В.Козлов, Васан каччи, амăшĕ, Е.Лаврентьева, Çĕнĕ Тăрăн хĕрĕ пулнă. Çут тĕнчене 5 ача парнеленĕ вĕсем: 4 ывăл та пĕр хĕр. Валерий вара тăваттăмĕш ачи пулнă. Ашшĕпе амăшĕ «Гвардеец» колхозра ĕçленĕ. Телейлĕ мăшăр тенĕ ялта вĕсем пирки. Валерий виççĕре чухне юратнă ашшĕ хĕне кайса 35-рех çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Ытла та йывăр пулчĕ çакна аса илме. Хăйне алла илсе сăмах çăмхине майĕпен сỹте пуçларĕ. - Эпир 4 ача тăлăха тăрса юлтăмăр. Атте вилнĕ чух эпĕ виççĕреччĕ (Толя ятлă тете пĕчĕккĕллех чĕре чирĕпе çĕре кĕчĕ). Анне кашни кун йĕретчĕ. Пире çитĕнтерес тесе вăйне-халне шеллемерĕ. Нумайрах укçа тăвас тесе сысна фермине ĕçе вырнаçрĕ. Пире пĕчĕкрен ĕçе юратма хăнăхтарса пычĕ. Урамра выляса çỹреймерĕмĕр. Шкулта вĕреннĕ чухне те уроксем пуçланиччен ирех аннене пулăшма ĕлкĕреттĕмĕр. Уроксем хыççăн та каçченех аннепе сысна ферминче ĕçлеттĕмĕр. Çуллахи вăхăтра шăллăмпа сысна, пăру кĕтĕвĕ кĕтеттĕмĕр. Валерий шкулта та тăрăшса вĕреннĕ. Уйрăмах истори, чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи предмечĕсене килĕштернĕ. Йывăр пулсан та Валерин вĕренме ĕмĕчĕ пысăк пулнă. Анчах та 2 уйăх çеç вĕренме ĕлкĕрнĕ. Миша ятлă шăллĕ машинăпа таптанса çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Валерий амăшне пĕччен хăварасшăн пулман: тетĕшĕ Коля Казахстана профтехучилищĕне вĕренме кĕнĕ, аппăшĕ Альбина, çар çыннине качча тухнăскер, Братск хулинче пурăннă. Валерий амăшне хуçалăха тытса пыма пулăшнă. Ульяновск облаçне Палля тетĕшĕпе платнике тухса кайнă. Амăшĕпе иккĕшĕ хал çитерсе Васанта пĕрремĕш чул çурт лартнă. 1974 çулта Валерин салтака кайма ят тухнă. Çакăншăн чунтан савăннă. Икĕ çул салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă, сержант званине илнĕ. Салтакран таврăнсан тỹрех ĕçе пикеннĕ, «Гвардеец» колхозра фермăсене юсакан бригадăра тăрăшнă. Çапла ялта кăшт пурăнсан Братск хулине тухса кайнă, алюмини заводне ĕçе вырнаçнă. Унта вăл электролизник пулса ĕçленĕ, каçхине вĕреннĕ. Яваплăха туйса ĕçленĕшĕн ăна Мухтав грамотисем парса чысланă. 1984 çулта Братск хулинче ĕçленĕ чухне военкомата чĕнсе илнĕ, Бурятие Улан-Удэ хулине илсе кайнă. Унта 200 салтак пуçтарăннă. Вĕсене çĕнĕ йышши «Василек» минометран пертернĕ. 10 салтака чи лайăх перекенсем пулнăран генерал кĕçĕн лейтенант званине панă. Вĕсен шутĕнче Валерий те пулнă. Кайран Шăмăршăри военкоматра ăна лейтенант званине панă. 10 çул ĕçлесен В.Козлов тăван яла, Васана, таврăннă. Канаш районĕнчи Вăтапуç ялĕнчи Людмилăпа паллашса çемье çавăрнă. Икĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли, Павлик, ашшĕ пекех салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă (ашшĕ салтакран янă Тав çырăвне халĕ те упрать-ха). Халĕ Мускавра ĕçлет. Хĕрĕ Марина - повар-кондитера вĕренсе тухнă. Хăйĕн ĕçĕпе питĕ кăмăллă. Вăл та Мускавра ĕçлесе пурăнать. Валерий мăшăрĕпе килĕштерсе пурăнать. Çурчĕ питĕ пысăк, ултă пỹлĕмлĕ. Хуларинчен пĕрре те кая мар. Хуçалăхне питĕ лайăх тытса тăраççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ: ĕне, пăру, виçĕ ама сысна, хур-кăвакал. Кроликĕсем те пур. Çулталăкне 40 çураран кая мар сутса пысăк тупăш илеççĕ. Валерий 51 çултах Çурçĕрте ĕçлесе стаж пулнипе тивĕçлĕ канăва тухнă. Унтанпа 9 çул иртрĕ. Анчах та мал ĕмĕтлĕ Валерий ахаль ларма пултараймасть. Юратнă мăшăрĕпе хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ. Ку ĕç пĕрре те çăмăл мар. Мĕнле илĕртỹллĕ турă кайăкĕн пултарулăхне пăхса тăма, сăнама! Вĕсен харсăрлăхĕнчен, ĕçе, пурнăçа юратнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Валерие 60 çулта тесе калама та йывăр. Мĕн чухлĕ вăй-хăват тапса тăрать ун чĕринче! Хисеплĕ Валерий Васильевич, яланах маттур та ĕçчен пулăр, нихăçан та ан ватăлăр. Мирлĕ тỹпе айĕнче савăнса пурăнма, ачăрсен ăшшине курма турă сывлăх патăр сире!

Р.СМАЕВА, Васан ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика