13 января 2016 г.
Тĕлпулура муниципалитетăн экономикăпа социаллă аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тата кăçалхи тĕп тĕллевсене сỹтсе явнă. Муниципалитет ертỹçи пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çулта çĕр ресурсĕсемпе усă курнăшăн 1,66 миллион тенкĕ тупăш кĕнĕ. Арендăна тата харпăрлăха пама 87 çĕр лаптăкĕ уйăрнă. Çавăн пекех, район экономикине инвестицисем явăçтарас тĕллевпе Шăмăршăра икĕ çĕр участокĕ тата производство çурт-йĕрне уйăрнă. Владимир Денисов çакна палăртнă: районта производствăпа строительство базине аталантармалли проект та ăнăçлă пурнăçланать. Сăмахран, «РЭМИС» акционерсен уçă обществи хăйĕн ĕçне аталантарма 6,16 гектар çĕр илме кăмăл тунă. Çавăн пекех кăçал «Альфа» акционерсен уçă обществинче керамзит блокĕсем хатĕрлекен цех уçăлмалла. «Инвестици ĕçĕ-хĕлне аталантарма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса пама, бюджета пуянлатма тивĕçлĕ майсем туса памалла. Муниципалитетсен пурлăхпа тĕллевлĕн усă курмалла, çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.