Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал пĕрремĕш туй кĕрленĕ

13 января 2016 г.

Кăçал пĕрремĕш туй кĕрленĕ

     Тĕнчери кашни халăхăн хăйĕн уявĕсем пур, вĕсенчен хăшĕсем - чи пысăк пĕлтерĕшлисем. Çапах та мăшăрлану кунĕ - туй - кашни çыншăн чи чаплă, çутă, таса, савăнăçлă уяв шутланать, мĕншĕн тесен çав кун çĕнĕ çемье çуралать.

     Акă, январĕн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн ЗАГС Керменĕнче 2016 çулхи пирвайхи телейлĕ мăшăра регистрациленĕ. Владислав Бутановпа Ксения Федорова çамрăк мăшăр иккĕшĕ те Энтĕрьел ялĕнче çуралса уснĕ, пĕрлех Шăмăршăри вăтам шкула чупнă, вĕренсе тухса алла аттестат илнĕ. Тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенче хăйсене килĕшекен профессие алла илнĕ хыççăн ĕçе вырнаçнă. Юратнă чĕресем пĕр-пĕринсĕр пурăнайман, паллах, мăшăрланса туй кĕрлеттернĕ. Çамрăк мăшăра ашшĕ-амăшĕсем пехилленĕ, йышлă тăванĕсемпе хурăнташĕсем, тус-юлташĕсемпе кỹршĕ-аршисем чунтан саламланă, нумай çул хушши, мĕн ватăлса виличченех алла-аллăн тытăнса, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнма, йышлă ача-пăчаллă пулма çирĕп сывлăх та телей суннă. 

Т.Матвеева, Шăмăршăри ЗАГС уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика