Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раштав çăлтăрĕ

16 января 2016 г.

Раштав çăлтăрĕ

РАШТАВ уявне тĕнчипех паллă тăваççĕ. Чăваш Енре те, çав шутра пирĕн районта та, христиансен чи аслă праçникĕ- сенчен пĕри шутланать вăл. Иисус Христос çуралнишĕн савăннине пĕлтерсе январĕн 12-мĕшĕнче районти Культура керменĕнче «Раштав çăлтăрĕ» ятпа фестиваль иртрĕ. Унта тĕрлĕ ялтан фольклор ушкăнĕсем, юрă-ташă ансамблĕсем хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче - Карапай Шăмăршăри ялти Культура çурчĕ çумĕнчи вокал ансамблĕ (ертỹçи Н.Медведева), Палтиелĕнчи «Михаил Архангел» православи прихучĕн вырсарни шкулне çỹрекен ачасем (ертỹçисем Т.Долгова, Н.Балакирева), Шăмăршăри «Христос çурални» чиркĕвĕн вокал ушкăнĕ (ертỹçисем К.Хазиева, Г.Тихонова), Николай Мирли- кийский Чудотворец ячĕллĕ часавай çумĕнчи ачасен ушкăнĕ (ертỹçи С.Столярова). Чи кĕçĕн çулхи ачасем - «Аленушка» тата «Ромашка» ача сачĕсене çỹрекенсем (ертỹçисем Л.Ермолаева, О.Бибукова) - уява уйрăмах илем кỹрсе тăчĕç. Районти паллă солистсем те - Е.Воронцова, Т.Долгова - янăравлă сассисемпе юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Уява çавăн пекех ташă коллективĕсем те хутшăнчĕç: «Антонина» (ертỹçи А.Нефедова), Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен кадет класĕ тата «Фламинго» ансамбль (ертỹçи В.Кузьмина). Раштав уявне пирĕн тăрăхри чăвашсем еплерех кĕтсе илсе уявланине Пуянкассинчи «Аххаяс» фольклор ушкăнĕ питĕ пултаруллă выляса кăтартрĕ, авалхи йăла-йĕркене сцена çине кăларса куракансене савăнтарчĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков уçрĕ, пухăннисене Раштав уявĕ ячĕпе саламларĕ. Залра ларакансене çавăн пекех Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн Шăмăршă округĕн благочиннăйĕ, район центрĕнчи «Христос çурални» чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Чувашов протоиерей та саламларĕ, куллен Турă халалĕсемпе пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ. Уяв программине А.Петровапа С.Кудряшов килĕшỹллĕ, кăмăла каймалла ертсе пычĕç. Фестиваль уява хутшăннă юрă-ташă ăстисене Хисеп хучĕсемпе чысланипе тата Раштав кучченеçĕпе хăналанипе вĕçленчĕ.

В.ЛЬВОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика