Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каçар, хĕр пĕрчийĕм

23 марта 2013 г.

(Малалли. Пуçламăшĕ 20-32 номерсенче).

– Райадминистраци çумĕнчи комисси урлă саккунлă майпа хут тутарсах сан ачуна усрава илесшĕн çак çемье...

– Тав Турра, вăхăтра çитрĕм апла, – хаш сывласа илчĕ Оксана. – Начара сиснĕ пекех, юлашки кунсенче чĕре чиксе ыратать, чун тăвăлать, пĕтĕм ăш-чик пăтранать... Апла пулсан, кайрăмăр-и Катя патне; Эпĕ вăл хăш палатăра выртнине те пĕлместĕп-çке. – Атя эппин. Эпĕ Катя патĕнче час-часах пулатăп: е хĕрарăмсен пĕчĕк кĕленчене ярса хунă кăкăр сĕтне илсе каятăп, е пĕр-пĕр тутлă çимĕçпе çырла шывĕ леçетĕп. Ача-пăча уйрăмĕнче ĕçлекенсен ĕç кунĕ Катьăн уйрăм палатине кĕрсе тухнинчен пуçланать. Вĕсенчен кашниех хĕр ача валли мĕн те пулин лайăххине илсе килме тăрăшать.

Палатăри пĕчĕк кравать çинче хăйĕн хĕр пĕрчийĕ выртнине курсан, чĕре савăнăçпа тулчĕ. Ăна, лăпкăн çывăраканскере, çак самантрах ытама илсе хыттăн-хыттăн юратас, çепĕç сăмахсем каласа ачашлас килчĕ.

– Кăштах тăхта-ха, унăн кун йĕркине пăсар мар, – Оксанăн шухăшне вуланăн сăмах хушрĕ акушерка.

Оксана хăйĕн чун тĕпренчĕкĕ çинчи кивĕ витĕнчĕке сирмесĕр чăтса тăраймарĕ. Пĕчĕк урисене хуçлатнăскер, çурăм çинче канăçлăн мăшлатса çывăрать вăл. Ун умне пĕшкĕнсе, ытараймасăр пăхрĕ амăшĕ хăйĕн хĕрачи çине. Вăрканчăк ăш-чике канăçлăхпа киленÿ варкăшĕ кĕрсе, пĕтĕм ÿт-пĕве ачашшăн çупăрларĕ. Сĕт пек шап-шурă çавра сăн-пичĕпе – каснă-лартнă амăшĕ. Катьăн ÿт-пĕвĕпе туллин киленнĕ хыççăн амăшĕн куçĕ хăй сисмесĕрех унăн тум-тирĕ çине куçрĕ. Пуçĕ çинчи кивĕ шапка, тĕссĕрленнĕ кĕпе, пĕç тĕпĕнче виçкĕтеслĕх евĕр саплăк лартнă ползунки, айĕнчи пысăк хура çаврашкасем палăракан çитти Оксанăн чĕрине пĕчĕк сăнă тирĕннĕ пекех ыраттарчĕ, асаплантарчĕ. Кравать пуçĕнчи тахçантанпах сăрă перĕнмен тумбочка çине те улăштарса тăхăнмалли çакнашкал кивĕ, тахçан усă курнă тĕссĕр кĕпе-тумтир купаласа хунă. Çак тĕксĕм те чуна ыраттаракан ÿкерчĕксем вĕри куççуле куçса ача çитти çине шăпăртатрĕç.

– Мĕн тăвăн: кивĕ япаласем кăна тăхăнтартма пултаратпăр çав Катьăна, – сăмса тутрипе куççульне шăлса илчĕ акушерка. – Уйрăмри санитаркăсемпе сестрасем илсе килеççĕ вĕсене. Кĕпе-тумтирĕ кăшт хуралсанах çуса тасатнипе ылмаштараççĕ, гигиена йĕркисене çирĕп пурнăçлаççĕ, вăхăтра апатлантарма тăрăшаççĕ. Уйрăмра ĕçлекенсем пĕрин-хыççăн тепри хăйсен ытамне илеççĕ Катьăна, ачашлаççĕ, утьăкка сиктереççĕ. Çакăншăн питĕ савăнать, кăлтăртатса кулать вăл. Анчах хĕр ачана мĕнле лайăх пăхсан та, унăн тăван амăшне никам та ылмаштарма пултараймĕ. Эх, Оксана, хăвăн ачуна виçĕ уйăх курмасăр мĕнле чăтса тăма пултартăн-ши эсĕ...

– Каçарăр мана, Нина Михайловна, çăмăлттай ăслă хĕрарăма. Хĕр пĕрчийĕм те каçартăр хăйĕн чун ăшшисĕр амăшне... – пĕр вĕçсĕр юхакан куççуль витĕр калаçрĕ Оксана. – Çак хушăра пĕр каç та лăпкă чунпа çывăрман эпĕ, Катя кунĕн-çĕрĕн куç умĕнчех тăчĕ. Пурнăçăм йĕркеленсе каясса, лайăх çынна тĕл пуласса кĕтрĕм ялан...

– Питĕ лайăх ăнланатпăр сана, Оксана. Йăнăша кая юлса та пулин тÿрлетни питĕ вырăнлă-ха вăл. Хăвна килĕшекен çынна тĕл пултăн-и вара;

– Телейĕм пурах манăн – нумаях пулмасть пĕр йĕркеллĕ çыннах качча тухрăм: туртмасть, ĕçмест, укçа лайăх ĕçлесе илет. Нихăш енĕпе те татăк тăмастпăр темелле. Çапах та хĕр пĕрчийĕм кунта пурăннине пула ниепле те тулли телейлĕ хĕрарăм тесе калаймастăп хама...

– Йышăнмасть-им вара упăшку Катьăна; – пăлханса кайрĕ акушерка.

– Кун пирки хальлĕхе нимĕнех те татса калама пултараймастăп. Хамăн ача çинчен пачах пĕлтермен эпĕ Генăна.

– Хисеплет-и хăй сана;

– Питĕ юратать. Мансăр пурăнма та пултараймасть.

– Апла пулсан, хĕр ачуна та юратмалла вăл.

– Пĕлместĕп-ха, калаçман кун çинчен. Малтан кăштах пĕр-пĕрне хăнăхар, терĕм. Хĕр ачана больницăран илсе каясси пирки паян сăмах пуçарасшăн та, темшĕн чунăм питĕ пăлханать.

– Ку темех мар, – хавхалантарчĕ ăна Нина Михайловна. – Арçын питĕ юратсан, хĕрарăма унчченхи йăнăшшăн каçаратех, ачине те йышăнать.

– Эсир каланă пек пулса тухсан тем пекехчĕ те...

Шăпах çак вăхăтра хĕр ача ал-урипе тапкаланса илчĕ те ерипен куçĕсене уçрĕ.

– Чим-ха, Катя валли апат илсе килем, – палатăран васкавлăн тухса кайрĕ Нина Михайловна.

– Тăтăн-им-ха, манăн хаклă хĕр пĕрчийĕм, ытарайми чиперукăм, – темле хаклă япалана ÿкерсе ватасран хăранăн, асăрханса тытрĕ хăйĕн ачине амăшĕ. Вăл ăна кăкăрĕ çумне хурса çупăрларĕ, ачашларĕ. Хăй чун панă пĕчĕк тĕпренчĕкрен амăшĕ çине ырă та ачаш туйăмсем куçрĕç. Телейпе çиçекен çамрăк хĕрарăм çак самантра хăйне çăтмахри темле асамлăха лекнĕ пекех туйрĕ, çепĕç туйăмсемпе вĕç-хĕррисĕр киленнĕ май, куçĕсене хупрĕ. Пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе, хăвăн варта тăхăр уйăх хушши илсе çÿренĕ, пĕр самант пурнăçпа вилĕм хушшинче тăрса çуратнă ачана ытамра тытасси, унăн вĕри сывлăшне çывăххăн туйса ларасси хĕрарăмăн чи пысăк телейĕ пулнине Оксана халĕ пĕтĕм чун-чĕрепе туйса илчĕ. Хĕр пĕрчи мĕн алла илнĕренпех пĕчĕк тутипе кăкăр шырани, ăна хăй нимĕнпе те пулăшма пултарайманни амăшĕн кăмăлне самаях куçрĕ.

– Каçар, пепкеçĕм, сана ĕмĕртме май çук манăн, – шăппăн калаçрĕ вăл. – Сана больницăран пăрахса кайнă хыççăн пĕр эрнеренех типрĕ-çке кăкăрăм...

–Туять ача хăйĕн амăшне, – терĕ палатăна каялла çаврăнса килнĕ акушерка, ĕмкĕчлĕ пĕчĕк кĕленчене Оксана еннелле тăсса. – Хырăмĕ выçă пулин те мăштах тăрать. Кравачĕ çине вырттарса çитер-ха эппин.

– Атя, апатланар, пысăкка пулар, – Катьăна асăрханса вырттарчĕ амăшĕ.

– Хĕр ачу аванах аталанса пырать, – амăшĕ аллинчи ĕмкĕче канăçлăн туртакан ача çине пăхса калаçрĕ Нина Михайловна. – Нормăпа килĕшÿллĕн ÿт хушса пырать, уйăхсерен виçшер сантиметр çÿлелле кармашать. Пĕр шутласан, ачана пăрахмасăр эсĕ питĕ тĕрĕс тунă. Акă гинекологи уйрăмĕнче пĕр çамрăк хĕрарăм темиçе хутчен сипленчĕ пулин те ача çуратаймасть. Хĕр чухне аборт тунă вăхăтра маткăра ырă улшăнусем пулса иртнĕ. Мана ача тăвайман арăм кирлĕ мар тесе, упăшки килтен хăвалать-мĕн. Эсĕ акă пĕр проблемăсăр упăшку валли те çуратма пултаратăн. Кун хыççăн вăл сана тата хытăрах юратма пуçлĕ. Катя та пĕрешкел хаклă пулĕ уншăн. Çие юлни хальлĕхе палăрмасть-и-ха;

– Çук. Пĕрлешсенех больницăра спираль ларттартăм. Ача енĕпе Гена темиçе çул тăхтаса тăрасшăн...

– Тепĕр тесен, ку лайăх та пулать саншăн. Умлă-хыçлă икĕ пĕчĕк ачапа кансĕртерех. Упăшкун лайăх кăмăл пулнă саманта суйласа ил те, вăхăта сая ямасăр, паян-ыранах, ăна Катя пирки пĕлтер, тÿрех тĕрĕссине каламаншăн каçару ыйт. Юратсан, каçаратех.

– Лайăххине кăна шанатăп-ха.

Катя çисе тăранчĕ те, тутине ĕмкĕчрен айккинелле пăрса, алли-урипе хаваслăн тапкалашма пуçларĕ. Йăр-р! юхса анчĕ çитти çине çак вăхăтра, ача айĕнче йĕп-йĕпе çаврашка юлчĕ.

– Мансах кайнă-çке эпĕ, – хăйĕн пысăк сумккине алла илчĕ Оксана. – Ку кивĕ япаласене тумбочкăнах чиксе хуратăп эпĕ. Акă çĕннисем пулччăр. Вăл çавăнтах сумкăран илемлĕ пакетлă кĕпе-ползункисен комплекчĕсем, "Памперс" подгузниксем, ют патшалăхра туса кăларнă типĕ сĕт хутăшĕсем, пĕчĕк банкăсемлĕ улма-çырла шывĕсем кăлара-кăлара хучĕ, Катя çинчи кивĕ тум-тире хывса, вĕр-çĕннипе улăштарчĕ. Кун хыççăн унăн хĕр пĕрчийĕ пăхса тăранмалла мар илемленсе кайрĕ. Амăшĕ хăйĕн ачм çинчен куçне те илеймерĕ. Хĕр ача та амăшĕ çинее пĕр авăк куç сиктреми тĕмсĕлсе пăхрĕ. кун хыççăн алли-урине кăмăллăн каллĕ-маллĕ вылятрĕ. Эх, чун тĕпренчĕкĕ... Виçĕ уйăхра кăна пулсан та, хăйĕн амăшне, унăн ăшшине пĕчĕк чĕрипе туйсах тăрать вăл.

Çак вăхăтра алăк яриех уçăлса кайрĕ те, палатăна тулли пит-куçлă хĕрарăмпа тăсланкă арçын кĕрсе тăчĕç.

– Мĕнлерех тăрать кунта пирĕн Катюшка, – йывăр сумккине ача кравачĕпе юнашар лартрĕ хĕрарăм. – Ыран ирпе ирех хут çинее чи пысăк тетине алă пустарăпăр та,кăнтăрла хыççăн Çĕпĕрелле тÿ-тÿ-у кайăпăр вара. Тепĕр икĕ çултан каллех килĕпĕр аслаçу çĕр-шывне. Ун чухне эсĕ хăвăн урупах тяппа-тяппа туса çÿрĕн, пирĕн пĕчĕк хĕрĕмĕр.

Катя çинчи çĕнĕ кĕпе-тумтире курсан хĕрарăм Оксана еннелле çаврăнса тăчĕ.

– Эсир пĕр-пĕр учреждении представителĕ пулĕ-ха, – пĕр чарăнми такăлтатрĕ вăл. – Спонсор пулăшăвĕ пама килнĕ. Паллах, пулăшмалла сĕм-тăлăхсене. Акă, пĕри çуратнă та, ачине йытă çури вырăнне хумасăр, больницăрах пăрахса хăварнă. Çÿрет пулĕ-ха таçта арçынсемпе йытă амии евĕр кĕртлешсе. Ачи çинчен тахçанах манча кайнă ĕнтĕ. Халиччен тепре те çие юлнă пулĕ. Ăна та пăрахса тарать акă. анчах пур çак тĕнчере ырă çынсем, пур. Сĕм-тăлăх Катя та атте-аннеллĕ, киллĕ-çуртлă пулса тăрĕ.

– Катьăн сансăрах пур амăшĕ! – хăй вырăнĕнчен яшт сиксе тăчĕ Оксана. – Эсир шутланă пек, кĕрт ами мар эпĕ. Тахçан пĕр каччă сĕмсĕррĕн улталаса хăварни эпĕ юхха пулнине пĕлтермест.

(Малалла пулать).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика