23 марта 2013 г.
Полицин участковăй уполномоченнăйĕсем ял тăрăхĕсенче обществăлла йĕркелĕхе пăхса тăраççĕ, ĕçкĕпе иртĕхекенсемпе, çемьере хирĕçÿ-харкашу çĕклекенсемпе кĕрешеççĕ, саккун йĕркисене пăсас туртăм пур граждансемпе тĕл пулса преступлени тăвасран асăрхаттараççĕ, административлă участока кĕрекен учрежденисенче, çав шутра шкулсенче те, право темипе калаçусем ирттереççĕ. Преступлени пулсан полицин участокри уполномоченнăйĕ тÿрех "вĕри йĕр" тăрăх каять, кирлĕ пулсан районти полици уйрăмĕнчен следствипе оперативлă шырав ушкăнне чĕнсе илет.
Район территорийĕнче полици участокĕсен 6 пунктне йĕркеленĕ. Вĕсенче полицин участокри 6 уполномоченнăйĕ ĕçлет. Шăмăршăри, Карапай Шăмăршăри, Пăчăрлă Пашьелĕнчи участковăй пунктсем ял поселенийĕсен администраци çурчĕсенче, Пуянкассинчи пункт – ялти культура аталанăвĕн центрĕнче, Палтиелĕнчи пункт – ялти "Дружба" ача сачĕн çуртĕнче, Кивĕ Чукалти пункт ялти тĕп шкулта вырнаçнă.
Полицин участокри уполномоченнăйĕсем 2013 çулхи 2 уйăхра граждансен 265 çырăвĕпе заявленине пăхса тухса тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Вĕсем тăрăх 9 уголовлă ĕç пуçарнă, миравай судьясем патне 7 материал, полици уйрăмне следстви ĕçĕпе 10 материал тăратнă. Участокри уполномоченнăйсен подразделенийĕ тата çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекци январь-февраль уйăхĕсенче 6 преступление уçса панă.
Акă, нумаях пулмасть Палтиелĕнче арçын пĕр хуçалăха кĕрсе 1600 тенкĕ тăракан, электричествăпа ĕçлекен ĕç хатĕрне вăрласа кайнă. Полицин участокри аслă уполномоченнăйĕ О.Кудряшов çак преступление пĕр талăкрах тăрă шыв çине кăларнă.
Административлă право йĕркисене пăснă фактсем тăрăх 170 протокол çырнă. Участковăй уполномоченнăйсем граждансене графикпа килĕшÿллĕн йышăнаççĕ. Вĕсем ял çыннисен кашни ыйтăвĕпе питĕ тимлĕ ĕçлеççĕ, кирлĕ пулсан васкавлăн мерăсем йышăнаççĕ. Уйрăмах çын тепĕр çын çине алă çĕкленĕ, вĕлерессипе хăратнă тĕслĕхсем тăрăх питĕ тимлĕн ĕçлеççĕ. Çийĕнчех мерăсем йышăнмасан кунашкал çынсем тата йывăртарах преступлени туса хума пултараççĕ.
Районти граждансенчен пулăшу та ыйтатпăр эпир. Енчен те кăнтăрла е çĕрле такамсем е паллакан çынсем преступлени тунине курсан, кун пирки тÿрех участокри полици уполномоченнăйне пĕлтерме е полицин районти уйрăмĕн дежурнăй чаçне шăнкăравлама (2-33-73 е "02" телефонсемпе) ыйтатпăр. Ят-шыва пĕлтермессе те пултаратăр.