23 марта 2013 г.
Пĕчĕк чухне йытă е кушак туянса пама ыйтман хĕр ача, арçын ача пур-ши; Пурин ашшĕ-амăшĕ те тĕпренчĕкĕн кăмăлне тивĕçтереймест паллах. Çапах нумайăшĕн килĕнче мăр-мăр е çăмламас ытти чĕр чун пур.
Тепĕр тесен, психологсем тăватă ураллă тусăмăрсем ача-пăчашăн савăнăç кăна мар, усăллă пулнине те çирĕплетеççĕ. Вĕсем ача аталанăвне ырă витĕм кÿреççĕ теççĕ. Пĕччен çынсене вара кичемлĕхпе кĕрешме пулăшаççĕ-тĕр. Апла пулин те юратнă чĕр чунсем хуçисене тĕрлĕ чир ертме пултарни пирки те манар мар.
Роспотребнадзор пĕлтернĕ тăрăх, республикăра пĕлтĕр, сăмахран, 3273 çын чĕр чунсем çыртнипе шар курнă. Çав шутра 17 çула çитменнисем те пур – 917-ĕн. Тискер чунсем çыртнă тĕслĕхсем сахал маррине палăртаççĕ – 43 (çул çитмен - 11 ача). Телее, чĕр чунтан урнă чирĕ ернĕ тĕслĕх пулман.
Анчах та ÿт кĕçĕтнипе аптăранă çынсен шучĕ пысăк. Пĕтĕмпе асăннă тапхăрта 423 çын (200 ача) тухтăртан çак амакран хăтăлма пулăщу ыйтнă. Росселхознадзорăн республикăри управленийĕн патшалăх инспекторĕ Светлана Чернова ăнлантарнă тăрăх, ку чир ытларах чухне шăпах кушаксенчен куçать. Çавăнпа та çăмламас тусăр ниçта кайса кĕмелле мар кĕçĕтнине, кĕлетке çинче хĕрлĕ паллăсем асăрхасанах пĕр тăхтаса тăмасăр ветеринар патне васкамалла.
Анлă сарăлнă тепĕр чир – лишай – вара 899 çынна канăçсăрлантарнă. Трихофитоз тата микроспорум текен кăмпасенчен аталанакан мур иммунитечĕ хавшанă çынсене ытларах чухне тапăнать. Çавăнпа та чирлĕ чĕр чунтан уйрăмах ачасен тата ватăсен асăрханмалла. Сăмах май, паянхи кун микроспорие çăмăллăнах сиплеççĕ, кăмпасемпе кĕрешекен тĕрлĕ маç пулăшĕ.
Гельминтоз чирне аталанма пулăшакан хуртсем те çынсемсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Вĕсем кашни чĕр чунрах пур тесен те юрать. Ку амакпа аптăрасран кашни 3 уйăхра шĕврĕлченсене пĕтерекен эмеле хăвăрăн кăна мар, çăмламас тусăра ĕçтерсен те аван. Пĕлтĕр çак йышри токсокароз текен хуртсем ертнĕ 64 (36 ача) тĕслĕх пулнă. Эхинококкоз хуртсем шар кăтартнă тĕслĕхсене те шута илнĕ – 3.
Кусемĕр пуçне фелиноз та куçма пултарать. Ку бактери кушак çăварĕнче пурăнать, чĕр чуна хăйне нимле те канăçсăрлантармасть. Пĕчĕк кăна чăрмаланчăк пулсан та чир аталанаять. Малтанах çак вырăнта хăмпă ÿссе ларать, кайран вăл çурăлать. Чир юна тата шалти органсене куçать. Температура ÿсет, лимфа тĕввисем ÿсеççĕ. Кун пек чухне ăш пăтранни те, ывăнни те, сив чир те пулать.
Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, йывăр çынсемшĕн уйрăмах кушаксенчен куçма пултаракан токсоплазмоз хăрушă. Тăватă ураллă чирлĕ тусăр çулласа илни те çителĕклĕ. Кушаксем вара чирлĕ выльăх какайне çисен аптăраса ÿкеççĕ. Ку мура çаклатнă хĕрарăмăн хырăм ÿкме е вилĕ пепке çуралас шиклĕх пур. Асра тытăр: какая нумайччен вĕретмелле, кушака ветеринар патне илсе кайса тĕрĕслеттерсех тăмалла. Юратнă чĕр чунăрсене прививка тăвассине, харпăр хăй гигиена правилисене пăхăнассине йăлана кĕртсен чир-чĕртен çăлăнас шанăç пур.