Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрĕн хуçи пулмаллах

20 января 2016 г.

Çĕрĕн хуçи пулмаллах

Тĕлпулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов ертсе пычĕ, ун ĕçне В.Никифоровпа В.Петьков тата администраци пайĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç.Ĕçлĕ калаçу Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн активĕ кулленхи ĕçĕсемпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Угарин вĕренỹ, культура, спорт, сывлăха сыхлас ĕçсем епле пыни çинчен кĕскен пĕлтерчĕ. Чи хумхантаракан ыйтусем: ял тăрăхĕнчи çамрăксем аякри облаçсене ĕçе çỹрени, уйрăм хуçалăхсенче ĕне-выльăх шучĕ чакса пыни. Паянхи чи çивĕч ыйту - çĕрпе туллин усă курманни. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те çук мар-ха. «Сатеев А.И.» фермер хуçалăхĕ самаях пысăк çĕр лаптăкĕ йышăнса тăрать, çак шутра 389 гектар çĕр ăна пĕлтĕр арендăна панă. Асанкасси хирĕсене арендăна илнĕ В.Юманов, С.Данилов фермерсем те çĕрпе пĕлсе усă кураççĕ - тыр-пул çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Çапах та паянхи кун пурнăçа çĕнĕрен çĕнĕ программăсем кĕртме хистет. 2016 çулта Пăчăрлă Пашьел ял администрацийĕ урамсене çул сарас ĕçе малалла тăсасшăн. Пĕлтĕр Карл Маркс тăкăрлăкĕнчи çула юсанă пулсан, кăçал Советская урамĕнче автомобильсем çỹремелли 713 м тăрăшшĕ çула тĕпрен юсама палăртнă. Ялти çамрăксене ĕçпе тивĕçтересси тата вĕсен канăвне йĕркелесси те ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри. Çавăн пекех ĕçлĕ калаçăва Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул директорĕ Н.Симурзина тата ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем те хутшăнчĕç. Çак кунах тепĕр тĕлпулу Чукал ял тăрăхĕн активĕпе иртрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Чугунов район центрĕнчен чи аякра вырнаçнă ял çыннисен пурнăçĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ, çитĕнỹсемпе çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Чуна ыраттаракан ыйтусем те çук мар: ял тăрăхĕ сисĕнмеллех ватăлса пыни, çĕр çинче ĕçлеме кăмăллакансем чакса пыни. Çавах та çутă ĕмĕтсемпе пурăнать ял тăрăхĕ: çулсем те юсасшăн, çамрăксен канăвне те кирлĕ пек йĕркелесшĕн - хоккейла выляма каток хатĕр. Пĕр гектар çĕре те пушă тăратасшăн мар, усă курман объектсене те кирлĕ документсем тăратса аукциона сутма тăратасшăн - бюджета саплаштармалли майсем шыраççĕ. Калаçу вăхăтĕнче çĕнĕ инвестици проекчĕсем хатĕрлеме кирлине, çĕрпе çине тăрсах ĕçлемеллине палăртрĕç. Малашне Чукал ялĕнчен районти культура мероприятийĕсенче пенси çулĕнчисем кăна мар, çамрăксем те активлă хутшăнасса шанать район администрацийĕн пуçлăхĕ. Тата тĕрлĕ ыйтусем хускатрĕç пухăннисем - хуравĕсене пĕрле тупма тăрăшрĕç. Çакнашкал ĕçлĕ тĕлпулусем малашне кашни ял тăрăхĕпех ирттерессе пĕлтерчĕ Владимир Васильевич. Район администрацийĕн ĕçченĕсем вара ялсене пулăшса пыма шантараççĕ. «Ял тăрăхĕсене кĕрекен пĕтĕм пурлăх тупăш кỹмелле!» - çак сăмахсемпе вĕçлерĕ В.Денисов тунтикун çĕнĕлле йĕркеленĕ ирттернĕ тĕлпулусене. 

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика