20 января 2016 г.
Кайран вара инкек тăкакĕсене шутласа та пĕтереймĕн. Хĕллехи тапхăрта уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Халĕ кашни килтех, хваттертех çутçанталăк газĕпе усă куратпăр. Пĕр енчен, ырлăх çакă. Енчен те ача аллинче шăрпăк пулсан - инкек те. Айванскер, газ плитине хăй тĕллĕнех тивертсе яма, кайран çакăн çинчен манса кайма пултарать. Çуллахи вăхăтра ачасем лупас айĕнчех çăмарта пĕçерме хăтланни те пулкалать. Çакă мĕн патне илсе çитерни каламасăрах паллă. Нумай çемьере шăрпăка ачасем илме пултаракан вырăнтах тытаççĕ. Çакăншăн ачасене мар, ашшĕ-амăшĕсене айăплас килет. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, пушарсем ачасен аллисенчи шăрпăкран тухнă тĕслĕхсем те пур. Çавăнпа вĕсене килте хăйсем тĕллĕн хăвармалла мар, шăрпăка вĕсем çитмен çĕрте тытмалла. Тимлĕхпе асăрханулăх пиртен - аслисенчен - килет. Çакна пăхăнсан «хĕрлĕ автан» та çунатне сарман пулăччĕ.
В.МИХАЙЛОВ.