20 января 2016 г.
Пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов тата сумлă ытти хăнасем саламларĕç. — Хăвăр ĕçĕре пĕтĕм чунтан парăнса пурнăçлакан сăмах ăстисем, эпĕ сире çирĕп тĕллевлĕ, тỹрĕ кăмăллă, уçă чунлă пулнăшăн тав тăватăп. Сире пула республикăра уçă информаци политики тухăçлăн пурнăçланать, влаçпа общество хушшинче лайăх хутшăну йĕркеленнĕ. Уяв ячĕпе сире! Малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма вăй-хал, çитĕнỹ сунатăп, — тенĕ Михаил Васильевич пухăннисене саламласа. Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе Александр Иванов министр паллаштарнă. Сăмахран, 2015 çулта республикăра пулса иртнĕ нумай самант асра юлчĕ. Республика пурнăçĕ тĕрлĕ ĕçпе пуян пулчĕ. РФ Правительствин Председателĕ Д.Медведев, Пĕтĕм Раççей, Мускав Патриархĕ Кирилл Чăваш Ене килсе курчĕç, çăмăл атлетика енĕпе командăсен Европа чемпионачĕ, ЧР Пуçлăхĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсен суйлавĕсем иртрĕç. МИХ-сем васкавлăн ĕçлесе, çав мероприятисене йĕркеленĕ пĕрремĕш çынсемпе калаçса пурин çинчен те халăха вăхăтра пĕлтерчĕç. Журналистсен ĕçĕнче çакă чи кирли.