Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашĕ те пур, сĕчĕ те

20 января 2016 г.

Ашĕ те пур, сĕчĕ те

Фермер аш породăллă Францин шурă Шароле ĕнисене çитĕнтерет. Çак ăратлă ĕнесен уйрăмлăхĕ - вĕсем мышца массине вăрах вăхăт ỹстерсе пыни. Вĕсене пуссан ашĕ те нумай тухать. Ĕнесем пысăк, хăвăрт ỹсеççĕ. Фермер хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсем 130 пуç пулнине пĕлтернĕ. Вăл шутран сăвăнакан ĕнесем - 55. Пĕлтĕр хуçалăхра 261,9 тонна сĕт суса илнĕ. Ку кăтарту 2014 çулхинчен пысăкрах. Çавăн пекех 17,6 тонна аш туса илнĕ. Кăçалхи январь пуçламăшĕнче 34 пуç ăратлă пушмак пăру туяннă. Фермер кăçалхи тĕллевсемпе те паллаштарнă. Унăн акăнакан çĕрĕсем 984 гектар. Вĕсенчен 550 гектарĕ - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем валли. Выльăх апачĕлĕх культурăсем вара 434 гектар йышăнĕç. Юлашкинчен Владимир Денисов районта ялхуçалăх отрасльне малалла аталантарма пур условисем те çителĕклĕ пулнине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика