Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татьяна - ăста повар

23 января 2016 г.

 Т.МИРОНОВА Шăмăршăри «Ромашка» ача садĕнче 1991 çулта уçăлнă кунранпах ĕçлет. Вăл повар - ачасем валли тутлă апат пĕçерет. Унччен те çак ĕçпех ĕçленĕ - 11 çул Казахстанра, Байконурта, çар çыннисем валли апат хатĕрленĕ. Çапла вăл кăçалхипе 37-мĕш çул кухньăра плита умĕнче тăрать - сĕтел çинче техĕмлĕ те тутлăхлă вĕри апат пултăр тесе тăрăшать. Татьяна Николаевна Шăмăршăра çуралса ỹснĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн повар ăсталăхне 2 çул Саратов хулинче вĕреннĕ. «Апат пĕçерме кашни хĕрарăм пĕлет, мĕн вĕренмелли?» - теççĕ пулĕ-ха хăш-пĕрисем. Кунпа килĕшесех килмест. «Ачасем килти апата çиесшĕн мар, ыйтса пĕлес-ха, мĕнле хатĕрлеççĕ-ши садикри поварсем?» - çапла калаçнине пĕрре мар илтнĕ. Чăн та, нимле вăрттăнлăх та çук пек яшка е пăтă пĕçерме, çапах та вăл хатĕрленине пĕчĕкскерсем хĕпĕртесех çиеççĕ. Кукăль, пỹремеч е булкăпа та час-часах савăнтарать ăста повар пепкесене - тем самантра ĕлкĕреççĕ çепĕç аллисем чустапа аппаланма та! - Апат пахалăхĕ повартан нумай килет, - тет садик ертỹçи Е.Гадиева. - Татьяна Николаевна питĕ тирпейлĕ, чун-чĕререн тăрăшса, яваплăха туйса ĕçлекен пуян опытлă повар. Ун ĕçĕпе пурте кăмăллă: ачасен ашшĕ-амăшĕ те, санэпидемнадзор ĕçченĕсем те. 25 çул хушшинче тĕрлĕ ведомствăсем мĕн чухлĕ тĕрĕслемен-ши унăн ĕç вырăнне - халиччен пĕр кăлтăк та тупман. Инструкцисене çирĕп пăхăнса, ырă кăмăлпа ĕçлекен повар вăл пирĕн! Садик заведующийĕ кунсăр пуçне аслă повар çамрăк специалистсене хаваспах ĕçе хăнăхма, профессине хăвăртрах алла илме пулăшнине те палăртать. Кухньăра вара Т.Миронова чăн-чăн хуçа - кунта тип-тирпейлĕ, кашни япала хăй вырăнĕнче. Ĕç хатĕрĕсемпе асăрханса усă курать, упрама пĕлнипе чылай вăхăт ĕçлеттерет. Хăй вара, шурă халат тăхăннăскер, çаврăнăçуллă, вăр-вар. Кĕрпе, тăвар таврашсене кастрюле янă чух виçмесĕрех, куçпа пăхсах йывăрăшне тĕрĕс чухлать - тăватă теçеткене яхăн ĕçлесе хăнăхса çитнĕ. Чи кирли уншăн - шкул çулне çитмен ачасем сывлăхлă ỹсни, хăй пĕçернĕ апатран вăй-хăват илни. Çакăн пек ăшă, тỹрĕ кăмăллă çынсем пурăнаççĕ пирĕн хушăра. Вĕсен таса чунĕ кашнинех хăй патне илĕртсе тăрать. Г.ИВАНОВА. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика