Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асран кайми вĕренỹ çулĕсем

23 января 2016 г.

Учительсем хăйсем те вĕрентỹ ĕçне пуçăниччен студентсем пулнă-çке! Студент пурнăçĕ мĕнпе асра юлнă-ши? Еплерех студент пулнă-ха вĕсем? Çак ыйтусем çине эпĕ «хĕрлĕ» дипломпа аслă пĕлỹ илнĕ, халĕ чылай çул шкулта ĕçлекен учительсене хуравлама ыйтрăм. Раиса Алексеева, Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул директорĕн вĕрентỹпе воспи- тани енĕпе ĕçлекен çумĕ. Çак шкултах 8 класс пĕтернĕ, Канашра педагогика училищинче (1980 çулта вĕçленĕ) тата Шупашкарта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ (1994 ç ). Кĕçĕн классен учителĕ. Районти учи- тельсен конкурсĕн призерĕ (2010 çул), класс руководителĕсен республикăри конкурсĕн финалисчĕ (2009 çул). Педагогика ĕçĕнче 35 çул. - Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ çулсем паянхи пек асра. Вĕренме, чăн та, тăрăшса вĕреннĕ. Мана 1-мĕш курсра тỹрех отличниксен группине илчĕç - пиртен çирĕп ыйтатчĕç. Вырăс чĕлхипе Канаш хулинче иртекен олимпиадăра призер пулни, сочинени конкурсĕнче çулсерен çĕнтерни ырă асаилỹ хăварнă. Çапах та шав вĕренсе кăна ларман, обществăлла ĕçсене те (комсомол комитетĕнче вĕренỹ секторне ертсе пынă), концертсене те хутшăннă. Мана хулари юрă ансамбльне илни те савăнтаратчĕ - Канашри вакунсем юсакан заводăн Культура керменне юрлама çỹреттĕм. Çуллахи вăхăтра студентсен ĕç отрячĕпе Астрахань облаçĕн хирĕсенче помидор пуçтарни те куç умĕнчех - кунĕпе хĕвел çинче хĕртĕнеттĕмĕр. 2-мĕш курс пĕтернĕ хыççăн унтах комиссар тивĕçне те пурнăçланăччĕ - яваплă та питĕ интереслĕ ĕç! 3-мĕш курс хыççăн пионер лагерĕнче вожатăй пулса ĕçлени тата епле асран тухтăр? Ольга Еремеева, Шăмăршăри вăтам шкулта математикăна вĕрентет. Чулхулари педагогика институтĕнчен «математика тата информатика» специальноçпа (1992), каярах Шупашкарти Атăлçи-Вятка академийĕнчен руководительсене хатĕрлекен уйрăмран вĕренсе тухнă (2010). Педагог пулса 24 çул вăй хурать, çав шутра 10 çул шкул директорĕ, 12 çул воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ пулса ĕçленĕ. «Çулталăк учителĕ -1999» республика конкурсĕн финалисчĕ, РФ вĕрентỹ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ, аслă категориллĕ учитель. - Студент пурнăçĕ - хаваслă çулсем. Уйрăмах пĕрремĕш курс хыççăн студентсен отрячĕпе Молдавире персик, абрикос консервлакан заводра ĕçлени асăмра тăрса юлнă. Канмалли кунсенче Хура тинĕс хĕррине шыва кĕме çỹреттĕмĕр, Кишинев, Одесса хулисене курма каяттăмăр. Вĕренỹ çулĕсене аса илме те питĕ кăмăллă - «5» паллăсемпе вĕреннисĕр пуçне, факультетри мероприятисене те хаваспах хутшăннă: культмассовик пулнă май, студентсен канăвне интереслĕ ирттерме тăрăшнă - концертсем, литература каçĕсем йĕркеленĕ, çулла туристсен слечĕсенче сывлăха çирĕплетнĕ. Тăтăшах тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕ сенче тупăшнă: çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупас тата шывра ишес енĕпе яланах факультет командинче пулнă. Группăра вара мана пĕрмаях староста пулма суйлатчĕç. Вĕренỹ çине, паллах, чи пысăк тимлĕх уйăрнă. Институт стипендиатки пулнă-çке - тепĕр стипенди хушса тỹлетчĕç! - çак ята тỹрре кăларма тăрăшнă. Математика наукисĕр пуçне тата эпĕ литературăна питĕ килĕштереттĕм - сăвă вулакансен кружокне çырăннăччĕ. Унта пире Чулхулари драмтеатр артисчĕсем илемлĕ вулама вĕрентетчĕç. Пĕрре çапла çĕршывĕпех паллă Э.Асадов поэтпа ирттернĕ тĕлпулура пулма тỹр килчĕ - мĕн тери савăнăç! Психологи науки те тыткăнлатчĕ - эрнере пĕрре хушма занятисене çỹреттĕм. Тепĕр хут тавăрасчĕ студент çулĕсене! Людмила Егорова, Шăмăршăри вăтам шкулти математика учителĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче «математика тата физика» специальноçне алла илнĕ (1989 ç). Аслă категориллĕ учитель. Республикăри «Çулталăк учителĕ -2001» конкурсра район чысне хỹтĕленĕ. Ĕç стажĕ 26 çул. - Вĕренỹ çулĕсенче группăра профсоюз лидерĕ пулнă, факультетăн комсомол комитетĕнче вĕренỹ секторне ертсе пынă. Кашни çулах «Студентсен çуркуннине» хутшăнса кулăшла сценкăсенче вылянă, сăвăсем вуланă. Пĕррехинче çапла КВНра декана та сăнласа кăтартнăччĕ! Сцена ăсталăхне драма театрĕн артисчĕсенчен вĕреннĕ - спектакльсене тăтăш çỹренĕ, кино курма та вăхăт тупнă. Вĕренме те киленсех вĕреннĕ - пур дисциплинăна та çăмăлланах парăнтарнă. Наукăпа практика конференцийĕсенче Дипломсем çĕнсе илнĕ - кашни çулах сăнỹкерчĕке факультетăн Хисеп хăми çине вырнаçтаратчĕç. Çуллахи каникулсене студентсен ĕç отрядĕнче ирттернĕ. Кăнтăрла бетонщица, штукатур-маляр, каменщика пулăшакан рабочи - каçхине ялти клуб сцени çинче куракансем умĕнче сăвăсем вуланă, шỹтлĕ номерсем кăтартнă, кану каçĕсенче конферансье тивĕçĕнче пулнă. Оксана Краснова, Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта информатика, биологи, технологи урокĕсене ертсе пырать. 2000 çулта Чăваш ялхуçалăх академийĕнче ученăй-агроном, 2008 çулта информатика учителĕ, 2015 çулта биологи учителĕ специальноçĕсене алла илнĕ. Районти «Çулталăк учителĕ – 2014», «Чи лайăх класс ертỹçи» (2008 ç) конкурссен призерĕ. Шкулта 13 çул ĕçлет. - Ялхуçалăх академийĕнче вĕреннĕ çулсем питĕ хăвăрт иртсе кайнăн туйăнаççĕ. Профсоюз тата студентсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленĕ хаваслă мероприятисене хутшăнни ытларах асра тăрса юлнă. Факультетшăн тăтăшах волейболла, баскетболла вылянă. Литература каçĕсенче сăвăсем вулама та юрататтăм. «Студентсен çуркуннинче» хутшăнмасăр пĕр çул та юлман - шỹтлĕ номерсенче, постановкăсенче выляма питĕ кăмăллаттăм. Çапах та вĕренỹ пĕрремĕш вырăнта пулнă - унсăрăн икĕ хут та ЧР Президенчĕн стипендиачĕ пулаймастăмччĕ. Наукăпа практика конференцийĕсенче, предмет олимпиадисенче çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсене халĕ те упратăп, уйрăмах акăлчан чĕлхипе тунă çитĕнỹпе савăнатăп. Вĕренỹ расписанинчи пур предмета та килĕштереттĕм - халĕ те темле ĕçе те пуçăнса пăхас килет. Шкул вара çулсерен хăйĕн патне татах та вăйлăрах туртать, илĕртет - мĕншĕн вăтам шкул хыççăн тỹрех педагога вĕренме кайман-ши? 

Г.ИВАНОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика