27 января 2016 г.
Тĕпрен илсен, сăмах ял хуçалăх производствин аталанăвĕ, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, хуçасăр çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха куçарасси, ял тăрăхĕсенче ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, бюджета пуянлатмалли майсем тупасси çинчен пынă. Тĕлпулусене яланхи пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем тата админи- страци пайĕсен ертỹçисем хутшăннă. Васан ял тăрăхĕнче, Ю.Ильин пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр икĕ инвестици проекчĕ ĕçе кĕнĕ: ООО «Исток» пĕрлешĕве 148 гектар тата «Угарина Надежда Михайловна» хресчен (фермер) хуçалăхне 86,4 гектар çĕр арендăна панă. Çакă ял тăрăхне 20 пин тенкĕ тупăш кỹнĕ. Кăçал тата 87 гектар çĕре арендăна куçармашкăн инвeстици проекчĕ хатĕрлеççĕ. Çак ĕçе вĕçне çитерсен ял тăрăхĕн бюджетне тата 26 пин тенкĕ укçа хутшăнĕ. Çакăнпа пĕрлех пушă тăракан хуралтăсемпе пỹлĕмсене урăх организацисене килĕшỹ туса арендăна парса та укçа тăвасшăн васансем. Палтиел ял тăрăхĕнче те тупăшлă инвестици проекчĕсем хатĕрлеççĕ - 2016-2017 çулсенче хур чĕпписем кăларакан инкубатор цехĕ хута ярасшăн. Бюджета 21 пин тенкĕ налук укçи кĕрессе тата 2 çын валли ĕç вырăнĕ пуласса шанса тăрать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ф.Рахматуллов. Çавăн пекех 100 пуç ĕне усрамалăх кивĕ ферма витине çĕнетме планлаççĕ унти фермерсем - сĕт те сăвăнĕ, ĕç вырăнĕсем те пулĕç, бюджета саплаштарма налук укçи те пырса тăрĕ. Хуçалăхсăр хуралтăсене те 11 таранах тупса Росреестра учета тăратнă, вĕсенчен те тупăш кĕтеççĕ. Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин та пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Кăçал «Макаров Г.Н.» фермер хуçалăхне 108 гектар çĕр арендăна памашкăн тата 100 пуç ĕне тытмалăх ферма витине çĕнетме инвестици проекчĕсем ĕçе кĕртесшĕн. Пушă тăракан хуралтăсемпе пĕлтĕр ерçеймен пулсан, кăçал çак ĕçе те пурнăçа кĕртесшĕн. Çĕрпе туллинрех усă курасшăн. Кивĕ Чукал ял тăрăхĕ те çĕр ыйтăвне татса парасшăн тăрăшать (ертỹçи А.Чамеев). 2015 çулта 100 гектар çĕре фермер çине куçарма инвестици проекчĕ ĕçе кĕнĕ те ĕнтĕ. Кăçал çакнашкал 3 проект хатĕрлеççĕ - тата 600 ытла гектар çĕр шанчăклă алăра тухăç парасса шанаççĕ. Çапла майпа бюджета аванах укçа кĕме пултарать. Пĕлтĕр пушă хуралтăсене аукцион урлă сутса бюджета самаях саплаштарма пултарнă-ха вĕсем, тупăш илмелли тĕрлĕ майсемпе усă курасси кăçал та малалла тăсăлать. Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Дмитриев пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхи çул выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç тата çул-йĕр çине ытларах тимлĕх уйăрнă. Тăватă çĕр лаптăкне инвестицилесе ĕçе кĕртнĕ. Пĕрлех килĕшỹ туса тĕрлĕрен организацисемпе предприятисене усăсăр тăракан хуралтăсене арендăна панă. Кăçал та ĕçсем çак енĕпех пулса пырĕç - çĕр илес текенсене çĕрпе тивĕçтересси, пушă хуралтăсене аукциона тăратма хатĕрлесси, ял тăрăхĕнчи кашни çĕр лаптăкне шута илсе тупăш илесси. Кун йĕркинчи ыйтусен çивĕчлĕхĕ чакмасть-ха. Çĕрпе пĕлсе усă курасси, ăна шанчăклă алла парса бюджета пуянлатасси шухăшланă пек пулса пытăр тесен пурин те пĕрле çанна тавăрсах ĕçлемелле. Г.ИВАНОВА.