03 февраля 2016 г.
«Тури зма аталантарни мĕнпур шайри влаç органĕсемшĕн, экономикăн тĕп секторĕпе пулăшу ĕçĕсен сферишĕн: хăна çурчĕсемшĕн, туризм тата реклама компанийĕсемшĕн, санаторисемпе обществăлла апатлану предприятийĕсемшĕн, массăллă информаци хатĕрĕсемшĕн, çавăн пекех республикăра пурăнакан тĕрлĕ професси çыннисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ». (Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран).
РЕСПУБЛИКА Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва малтан радиопа итлерĕм, тепĕр кун вара - республика хаçатне алла илсенех - алла кăранташ тытсах тĕплĕн вуласа тухрăм. Çак Çыру республикăн политика тата социаллă пурнăçĕнче чăннипех те паллă вырăн йышăнать. Çулталăкри ĕçсене тишкерсе тухнă май, Михаил Игнатьев республика умĕнче тăракан тĕллевсене те уçăмлăн палăртрĕ, ĕçри çитменлĕхсене кăтартмасăр хăвармарĕ. Чăваш Енĕн инвестици илĕртỹллĕхне çĕклемелли пирки каланă чух Михаил Васильевич республикăн туризм потенциалĕ çав тери пысăк пулнине те асăнчĕ. Пирĕн тĕлĕнмелле илемлĕ çутçанталăк, хăйне евĕрлĕ культурăпа йăла-йĕрке хамăр Раççейри туристсемшĕн çеç мар, ют çĕршывсенчен курма килекенсемшĕн те илĕртỹллĕ пулмалла. Анчах та çак илеме çынна кăтартма пĕлмелле, палăртрĕ Михаил Игнатьев. Ку енĕпе массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕп тĕллев вара - туризм инфраструктурине туса хурса аталантарасси. Çак инфраструктура çĕршер çынна кăна мар, пин-пин çынна пирĕн республикăна магнит пек туртса тăтăр. Шăмăршă тăрăхĕ туризма аталантарас ĕçрен аякра тăма пултараймасть, пирĕн çутçанталăк пуянлăхĕ хăйех укçа ĕçлесе тума хистет. Акă, «Чăваш вăр- манĕ» наци паркĕ анлăшĕпе, чĕрчунпа ỹсентăран тĕнчин пуянлăхĕпе çĕршыври чи пĕлтерĕшлĕ управсен шутне кĕрет. Парк дирекцийĕ тата наука ĕçченĕсем çак пуянлăха çынсене кăтартассишĕн тăрăшни савăнтарать. Баскак тăрăхĕнче çу кунĕсенче пĕрре кăна пулман, кунти ытарайми илемпе чунтан савăнса хавхаланнă. Тухатмăш (Баба Яга) çурчĕ умĕнче сăн ỹкерттернĕ, кĕмĕл çăлкуç шывне ĕçсе чуна кантарнă. Паркри «Чăваш вăрманĕн вăрт- тăнлăхĕсем», «Аваллăх алăкне уçса» (ятне хамах панăччĕ) экологи сукмакĕсемпе утса тухнă, «Эко-тĕлĕнтермĕш» тата «Упа вăрманĕнче» арт-сукмаксем пире çутçанталăк вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă. «Çăкалăх çĕршывĕ» тата «Вăрманти чарăну» кану вырăнĕсенче, беседка-грильте пулни те асран тухмасть. Юмахри пек илемлĕ пĕчĕк çурт- сем асамлăх тĕнчине куç умне кỹрсе тăратаççĕ. Иртнĕ кунсенче наци паркĕнче тепĕр хут пулма тиврĕ, хĕл илемĕпе киленсе сывлăха тĕреклетме ятарласах килтĕмĕр. Эпир, вăрман хĕрринче пурăннипех пулĕ, çак хăйне евĕрлĕ асамлăха курма-асăрхама пĕлсех каймастпăр. Аякран килекен çыншăн вара çак илем - пысăк савăнăç. Вăрманти экологи сукмакĕсене юртан тасатса тăни, кану вырăнĕсенчи хăтлăх (касса вакланă вут-шанкă таранчченех пур) кăмăла çĕклет. Акă, тинтерех çунă юр çинче тискер кайăксен йĕрĕсем уçăмлăн палăраççĕ. Те - тилĕ, те - кашкăр, те хир сысни чупса иртнĕ - пĕлеймерĕм. Мулкач йĕрне вара урăх пĕр чĕрчун йĕрĕпе те арпаштараймăн. Экологи сукмакĕпе тата ытти маршрутсемпе утса тухма вара экскурсовод хаваспах пулăшать. Кану вырăнĕнче футболла, волейболла, бадминтолла е ытти вăйăсене выляс килсен спорт инвентарĕсемпе тивĕçтереççĕ. Нумай та мар укçа тỹлесен (пĕр штукшăн 30 тенкĕ) мангал, барбекю тата хуран та илме пулать. Енчен те каçа юлсан е çутçанталăк илемĕнчен уйрăлас килмесен, вăрманти картунта çĕр выртма май пур. «Медвежий» («Упа») картунĕнче çĕр каçнăшăн çын пуçне 150 тенкĕ тỹлемелле. Чăн-чăн чăваш мунчинче çăвăнса, хурăн е юман милĕкĕпе çапăнса ырлăх курас килет-и? 100 тенкĕ тỹле те, «çăтти-çатти, çăтти- çат!» тесе такмакла кăна! Снегоходпа вăрманти инçетри уçланкăсене çитсе курма кăмăл пулсан, сехетшĕн 550 тенкĕ тỹлемелле. Туристсем валли ытти çăмăллăхсем те пур. Чи пахи – паркра ĕçлекенсем канакансемпе кăмăллăн калаçни, сăн ỹкерттерме, компакт диск çине çыртарса илме хапăл тусах пулăшни. Наци паркĕн кантурне пынисене (Шăмăршă ялĕ, Космовский урамĕ, 37-мĕш çурт, тел.: 8 (83546) 2-35-06) кану вырăнне çити УАЗ автомашинăпа леçсе яраççĕ. Туризма аталантарни район экономикине тĕреклетме те пулăшĕ. Тĕнчери нумай çĕршыв туристсене илĕртсех пуян пурăнать, реклама ĕçне лайăхлатсах пырать. Хамăр республикăри Сĕнтĕрвăрри, Тăвай, Йĕпреç районĕсем те туризма анлă çул парассишĕн тăрăшаççĕ. Пирĕн, Шăмăршăсен, мĕншĕн лайăх опытпа усă курмалла мар-ха? Туризм аталансан, ял çыннисемшĕн сĕт е аш-какай, пыл, пахча-çимĕç вырнаçтарас ыйту та татăлĕччĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие туянакан йышлă пуласси пирки иккĕленмелли çук. Мĕншĕн каяс аякка канма - кил, тăванăм, вăрманлă Шăмăрша! Тем чул укçа тăкакламасăрах кунта чун савăнич- чен канма, вăрманăн сиплĕ сывлăшĕпе сывлăхăра тĕреклетме пултаратăр.
И.САЛАНДАЕВ.