03 февраля 2016 г.
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура çакăн çинче ытларах чарăнса тăни савăнтарчĕ. Ялхуçалăхĕ пирĕн республикăшăн та, районшăн та тĕп отрасльсенчен пĕри. Аталантармаллах ăна. Çитменнине, кăçал - Ĕç çыннин çулталăкĕ. Çакна та шута илесчĕ. Паллах, çĕр ĕçченĕсен умĕнче йывăрлăхсем сахал мар-ха. Чылай çĕрте çĕрпе усă курасси тивĕçлĕ шайра пулса пымасть. Çĕр вара пире тăрантарма тивĕçлĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çавăн пекех ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсене производство калăпăшне тата тухăçлăхне ỹстерес, ял пурнăçĕн йĕркине сыхласа хăварас ыйтусене те хускатрĕ. Тепĕр самант - импорт апат-çимĕçĕ пирки. Вĕсене ютран кỹриччен хамăр тăрăхрах хатĕрлеме пулать вĕт-ха. Малашне республикăра ялхуçалăхĕ аталану çулĕ çине çирĕп тăрас шанăç çуралать.
В.АЛЕКСЕЕВ, район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ертỹçи.