Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт вăл - кулленхи укçа

03 февраля 2016 г.

Халăхран сĕт пуçтарнă çĕрте 12 предприниматель тăрăшать. Хальхи вăхăтра 1 литр сĕтĕн вăтам хакĕ - 16 тенкĕ. Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнчи Геннадий Ильинпа Алексадр Степанов вара 16 тенкĕ те 50 пуспа туянаççĕ. Районĕпе илсен, килти хуçалăхсенчен кул- лен 16 тонна сĕт сутăн илеççĕ. Шăмăршăри сĕт йышăнакан пункт пĕр чăрмавсăр ĕçлет. Юлашки вăхăтра сĕт пахалăхĕ çине уйрăмах тимлĕн пăхма тытăннине палăртмалла. Халăхран туянакан сĕт пахалăхне тĕрĕслемелли 16 прибор пур. Çак тата ытти ыйтусене иртнĕ эрнере район администрацийĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе сĕт пуçтаракансен канашлăвĕнче сỹтсе яврĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов ертсе пычĕ. «Сĕт вăл - куллен кĕрекен укçа, - палăртрĕ Владимир Васильевич. - Çавăнпа та ял çыннисен ĕне выльăхсен йышне ỹстерме тăрăшмалла. «Ĕне усратăн - кил-йыш тутă», - тенĕ ваттисем. Сĕт пуçтаракансен вара халăхпа пĕр чĕлхе тупса, килĕштерсе ĕçлемелле. Хака йỹнетнĕ тĕслĕхсем пулмалла мар». Канашлăва хутшăннисем сĕте республикăри вăтам хакран кая мар туянмалли пирки килĕшсе татăлчĕç. 

Н.ВАЗАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика