Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă коллективра - иксĕлми вăй

03 февраля 2016 г.

Туслă коллективра - иксĕлми вăй

ШĂМĂРШĂ больницин тĕп корпусĕн картишĕнчи чăрăшсем хушшинче вăрăм та лутрарах кивĕ çурт вырнаçнă. Тул енчен пăхсан çеç тĕксĕммĕн туйăнать çак çурт. Нумаях пулмасть манăн шăпах çак уйрăмра сипленме тиврĕ те, хам куçпа курса ĕнентĕм – шала кĕрсен çутă та хăтлă пỹлĕмсемлĕ тирпейлĕ те ăшă çуртах вăл. Кунта çынсене инфекци чирĕсенчен сиплеççĕ. Паянхи кун уйрăмра çитĕннисем валли – 4, ачасем валли – 2 вырăн. Ку малтанхинчен самаях сахал, апла пулин те сывлăха сиплекенсем чирлĕ çынна: «Вырăн çук!», - тесе нихăçан та каялла кăларса ямаççĕ, хушма вырăн та пулсан тупса пама тăрăшаççĕ. Ку уйрăмра ытларах ОРВИ, ангина, шыçă, гепатит, пневмони, вар- хырăм инфекцийĕн чирĕсенчен сиплеççĕ. Хальхи вăхăтра вара грипп чирĕпе аптăракансем ытларах килеççĕ. Тỹрех каламалла – туслă та пултаруллă коллектив ĕçлет кунта. Инфекци уйрăмне аслă категориллĕ, Шăмăршă больни- цинче 17 çул ытла ĕçлесе пысăк опыт пухнă врач-фтизиатор Алевтина Ивановна Семенова 5 çул хушши ăнăçлă ертсе пырать. Медицина сестрисем те пурте аслă категориллĕ специалистсем. Акă кунти аслă сестра пулса ĕçлекен пысăк тавракурăмлă, ырă кăмăллă та çутă чунлă Тамара Стефинова çак уйрăмра 32 çул хушши тăрăшать. Хисеп- леççĕ ăна пĕрле ĕçлекенсемпе сипленме килекенсем. Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç министерствин Хисеп хучĕпе тата ытти тĕрлĕ Грамотăсемпе Тав çырăвĕсене те тивĕçнĕ вăл. Шанса панă ĕçе чунтан тăрăшса пурнăçлать, чирлисемпе те яланах сăпайлă, эмелпе кăна мар, ырă сăмахпа та сиплеме пĕлет. Галина Кузнецова медсестран ĕç стажĕ те 30 çул пулать кăçал. Вĕсенчен 24-шне вара инфекци уйрăмĕнче ĕçлесе ирттернĕ аслă категориллĕ сиплев ĕçченĕ. Пăрчăкан пек вăр-вар, хаваслă кăмăл-туйăмлă та ĕçе яланах тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă Галина Михайловна, çавăнпах вăл ĕç коллективĕнче те хисепре. Валентина Тускаевапа Надежда Елизарова медсестрасем те çак уйрăмра 20-шер çул ытла тăрăшаççĕ ĕнтĕ. - Вăхăт иртни сисĕнмест те, ирхине хаваслă туйăмпа ĕçе каятпăр, ĕçрен пушансан киле те ырă туйăмпа таврăнатпăр, çемьере те пурте тутă та сывă чухне – телейлĕ эпир пурнăçра, - теççĕ вĕсем йăл! кулса. Уйрăмра Мария Юнкеровапа Людмила Клементьева санитаркасем те хăйсен тăрăшуллăхĕ- пе, тирпейлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрса ят-хисеп çĕнсе илнĕ коллективра. Мария Александровна акă кунта 30 çул, Людмила Алексеевна вара 20 çул ытла пĕр улшăнмасăр тăрăшаççĕ. – «Тĕрлĕрен çын килет пирĕн пата сипленме. Кашнийĕн валлиех ăшă сăмах тупма, кирлĕ чухне йăпатма та, чунтан ăнланса калаçма та, хăш чух тата, ытла нăйăлтатма юратакансене, асăрхаттарса илме те тивет», - теççĕ вĕсем. Пỹлĕмсене çутă та таса тытасси, чирлисене вăхăтра апат çитересси, сестрасене кирлĕ таран пулăшса тăрасси, хăйсенчен мĕн килнине вăхăтра пурнăçласа пырасси – чи малтанхи тивĕç пулнине самантлăха та манмаççĕ ĕçре пысăк опыт пухнă санитаркасем. - Ĕçри вăрттăнлăхсемпе тĕплĕнрех паллашма, медицинăри тĕрлĕ енлĕ меслетсемпе, çĕнĕлĕхсемпе туллирех усă курма пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă, çак уйрăма мĕн хута ярсанах ертсе пыма пуçласа 50 çул ытла, чунĕ тухичченех хăйĕн ĕçне пуçĕпех парăннă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Елена Васильевна Долгова нумай вĕрентсе хăварчĕ пире. Эпир хамăрăн вĕрентекенĕмĕре, çывăх юлташа тата ырă та уçă кăмăллă, чирлисене сиплесе чир-чĕртен хăтарас тесе ĕмĕр тăршшĕпех чунне парса ĕçленĕ çынна нихăçан та манмастпăр, унăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн чĕрере, - теççĕ паян кунта ĕçлекенсем. – Юлашки вăхăтра инфекци уйрăмĕнче тĕрлĕ юсав ĕçĕсем туса ирттеретпĕр. Маларах пỹлĕмсенчи тата коридорти урайне, стенасене тỹрлетсе-сăрласа тухрăмăр. Иртнĕ кунсенче çеç-ха, кивелсе çитнĕ электропроводсене пĕтĕмпех улăштартăмăр. Малашне тата пỹлĕмсенчи кивĕ алăксене, çуртăн кивелсе çитнĕ çивиттине улăштарма тата стенасене тул енчен сайдингпа витме палăртатпăр. Бюджетран укçа-тенкĕ сахалтарах уйăрнипе ытларах тăкаксене хамăр тĕп больница ĕçлесе илнĕ тупăшсемпе саплаштарма тăрăшатпăр. Халĕ ĕç условийĕсем инфекци уйрăмĕнче те палăрмаллах улшăнчĕç. Малтан пỹлĕмсенче сивĕ те нỹрлĕ пулнă пулсан – паян ăшă та çутă, çурта газпа хутса ăшăтаççĕ, сивĕ тата вĕри шыв та пур. Чирлисене сиплеме кирлĕ медицина препарачĕсемпе эмелсем те çителĕклĕ, никамăн та аптекăран хăйĕн укçипе шприц е эмел туянмалла мар, - каласа парать больницăн тĕп врачĕ Ирина Анатольевна Смирнова. Апла пулсан эпир районти тĕп больницăн тата инфекци уйрăмĕнче ĕçлекен туслă ĕç ушкăнне малашне те ĕçре пысăк çитĕнỹсем тума çирĕп сывлăх, çак пархатарлă та халăха кирлĕ ĕçре вĕсене ытларах тимлĕх уйăрса сумлă ĕç укçи тата хисеплĕ ятсем илме ăнăçусем сунатпăр! Г.Ларшников

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика