06 февраля 2016 г.
ФевралĔн 4-мĕшĕнче иртнĕ Донор кунне йĕркелесе район больницин акт залĕнче юн илмелли пункт уçнă. Унта донорсемшĕн пур условисем те çителĕклĕ. Виçĕ сехет хушшинче станцире 80 çын хăй ирĕкĕпе юн панă. Юн парасси - кашни çыннăн хăйĕн ирĕкĕ. Донор пулас текенсен хăйсене лайăх туймалла, вĕсен 18 çултан çамрăк пулмалла мар, çавăн пекех паспорт та кирлĕ. Процедурăсем пуçланас умĕн хăй ирĕкĕпе юн парас текенсемпе медицина тĕрĕслевĕ ирттереççĕ. Çакăн хыççăн кăна çын юн пама пултарать. Кăçал кашни донортан 450 миллилитршар юн илнĕ. Яланхи пекех, донорсене вĕри пылак чейпе хăналанă. Калас пулать, юн панă çĕре район администрацийĕн работникĕсем те кашни çулах хастар хутшăнаççĕ. - Донор тени хăватлă янăрать. Районта пурăнакансем çакăн пĕлтерĕшне лайăх ăнланаççĕ: нумай хутчен юн панисем те, акцие пуçламăш хут хутшăнакансем те. Донор юнĕ çын пурнăçне çăлса хăварать. «Пурнăçран хакли вара çук», - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов.
М.ЮМАНОВА