06 февраля 2016 г.
ИРТНĔ эрнере, январĕн 27-28-мĕш кунĕсенче, Шупашкарта ОБЖ предмечĕпе Раççейри олимпиадăн регионри тапхăрĕ иртнĕ. Унта район чысне хỹтĕлеме Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем тивĕçнĕ. Калас пулать, юлашки çулсенче Ю.Ермолаев хатĕрлекен командăри шкул ачисем республика шайĕнче иртекен олимпиадăсемпе çар вăййисенче («Зарница», «Орленок») çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăваççĕ. Пĕлтĕр çак шкулта вĕренекен Т.Карпова республика призерĕ пулнăччĕ. 2009 çулта вара Р.Бахитов Шупашкарта çĕнтерсе республика чысне Раççейре хỹтĕлеме тивĕçнĕччĕ. Кăçал та 10-мĕш класра вĕренекен Александр Лукьянов - аслă ушкăнра, Денис Ермолаев - вăтам ушкăнра (9 кл) тĕрлĕ енлĕн ăмăртса призерсем пулса тăчĕç, Дипломсем çĕнсе илчĕç. Çăмăл мар çак предметпа çĕнтерме. Икĕ кун хушши пынă тупăшура вĕсем теори тĕлĕшпе ОБЖпа кăна мар, истори, право, обществознани, биологи, физика пред- мечĕсемпе çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă. Практика тапхăрĕнче вара турист тумĕ тăхăннă йĕкĕтсем противогазпа тата санитари сумкипе старта тухнă. Вĕсем чрезвычайлă лару-тăрура хăйсене тĕрĕс тытма пĕлнине, «инкек» тỹсекенсене васкавлă пулăшу пама пултарнине кăтартса панă. Кунта вĕсем чăн-чăн çăлавçăсен ролĕнче пулнă. Олимпиадăра палăрнă Александрпа Дениса тата вĕсене тивĕçлĕ шайра хатĕрленĕ преподавательне Юрий Федоровича ăшшăн саламлатпăр, малашне те çитĕнỹсем тума ăнăçу сунатпăр.
Е.КУДР ЯШОВА .