06 февраля 2016 г.
- Вăтăр тенкĕ пар-ха, - тилмĕрсех ыйтрĕ шăрт пек сухал пуснă, пичĕ-куçĕ шыçăннă арçын. Лайăх паллатăп-ха ăна: çамрăкрах чух Шăмăршăри пĕр предприятире ĕçлетчĕ, ăста столярччĕ. Самана пăтрашăннă тапхăрта районти чи пысăк предприяти те хупăнчĕ, çынсем ĕçсĕр тăрса юлчĕç. Чăнах та, чылайăшĕ унта та кунта ĕçе вырнаçрĕ-ха, хăшĕ-пĕри Мускава е Питĕре çул тытрĕ. Теприсем вара, çỹлерех асăннă пĕлĕш пеккисем, эрех-сăмакун авăрне путрĕç. Вăхăтлăха ĕç тупкалаççĕ те укçине ĕçсе яраççĕ. Çынран 20-30 тенкĕ ыйтса илесси вĕсемшĕн çирĕп йăлана кĕнĕ. Мĕн туянма пулать-ха çак укçапа? «Фанфурик», паллах! Темиçе çынран «кивçен» илсе çур литр эрехлĕх те пуçтараççĕ пулмалла. Ахальтен кашни кун сĕрĕм тивнĕ пек сулланса çỹремĕччĕç. Ыйткаласа пĕлнĕ тăрăх, ялсенче сăмакун сутакансем те сахал мар иккен. Сахăр хакĕ ỹснĕ май, сăмакун хакĕ те пысăкланать. Апла пулин те туянакансем тупăнаççĕ пулмалла. «Натурпродукт вĕт, сывлăхшăн сиенсĕр!» - теме пăхаççĕ хăшĕсем. Сиенсĕрех-ши? Кайса пăхăр-ха ял масарне: эрех-сăмакун виçесĕр ĕçсе, кайран хăрушă чирпе асапланса вилнисен хĕресĕсем речĕпех вĕт! Ĕмĕрĕпех район больницинче вăй хунă Е.В.Долгова мана çакăн пек хăрушă цифрăсемпе паллаштарнăччĕ: юлашки 25 çул хушшинче кăна районта 2 пине яхăн çын ĕçке пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă, çак йышран 60 проценчĕ ытла - вăйпитти çамрăксем. Суя эрех е спиртлă шĕвек ĕçсе, организма наркăмăшлантарса вилекенсем те сахал мар. Ăсĕ-пуçĕ арпашнипе (пĕр урăлмасăр ĕçнипех ĕнтĕ) хăйсем çине алă хуракансем те пур. Ĕçке пула престу- плени тăвакансем те тупăнсах тăраççĕ. Пĕлтĕрхи трагедие - ỹсĕр водитель айăпĕпе Шăмăршăри пĕр çамрăк çемье вилсе выртнине - ăçтан манайăн-ха? Масар çинчи тăватă хĕресе ыталаса тем чухлĕ вĕри куççуль юхтарсан та, вилни- сене чĕртсе тăратаймăн... Çук вĕт, хăш-пĕр водительсем çак хăрушă инкекрен те тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹ тумаççĕ, руль умне мухмăрлă е эрех ĕçнĕ хыççăн ларакансем çав-çавах тупăнаççĕ. Тата мĕнле çирĕп саккун кирлĕ-ши кунашкал çынсене е Китай опычĕпе усă курма тытăнмалла-и? Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсемпе тĕл пулнă чух ĕçкĕ-çикĕ сарăлнине хирĕç çивĕччĕн кĕрешме, сывă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăлама, физкультурăпа спорт мероприятийĕсене çынсем массăллăн хутшăнччăр тесе тăрăшма чĕнсе каларĕ. Çак чĕнĕве районти кашни çын илттĕрччĕ, урă пурнăç çеç çемьене телей кỹнине, çĕршывшăн усăллă пулнине пурин те ăнланса илме вăхăт.
С.ИВАНОВ.