06 февраля 2016 г.
ТЕХНИКА яланах юсавлă пулмалла. Районта халĕ «Снегоход» операци пырать. Кăçалхи январĕн 28-мĕшĕнче тата февралĕн 2-мĕшĕнче Шăмăршă, Васан, Пăчăрлă Пашьел тата Кивĕ Чукал ял тăрăхĕсенче техникăпа мĕнле усă курнине тĕрĕслессипе ятарлă рейдсем ирттернĕ. Рейдсем вăхăтĕнче çичĕ техника единицине тĕрĕсленĕ, вăл шутран виçĕ снего- хода. Хальхинче йĕркене пăснă тĕслĕхсем палăрман. Çакна палăртса хăвармалла: операцие полицин районти уйрăмĕн ĕçченĕсем те хастар хутшăнаççĕ. «Снегоход» операци районта малалла тăсăлать.
В.МАТВЕЕВ, районти техника тĕрĕслевĕн инспекцийĕн аслă инспекторĕ.