13 февраля 2016 г.
Петр Петрович сарлака ывăçĕ çине кăпăшка тăпра илчĕ те, çапла каларĕ: - Ку вăл ахаль тăпра мар, çăкăр тăпри. Çак тăпра çинче çăкăр çитĕнет. Çăкăр - çĕр çинче чи асли, чи хисепли. Çакна ан манăр, ачамсем. Çĕре юратсан, эсир чăн-чăн çын пулатăр. Ял пахчара ỹсекен чечекпе кăна мар, лăпкă çилпе хумханакан ылтăн тырă пуссипе, хирте суха тăвакан тракторсен сассипе, каçхине урам тăрăх тусан кăларса анакан ĕне кĕтĕвĕпе, çамрăксен вăййи-куллипе илемлĕ... Бригадир сăмахне пĕр шавламасăр итлесе тăракан ачасем çине пăхрăм та, çапла шутларăм: вĕсенчен нумайăшĕ шкул хыççăн яла юлатех, мĕншĕн тесен мĕн пĕчĕкрен çăкăра тата çĕре хисеплеме вĕрентни, аслă ăру çыннисем çамрăксене хăйсен телейне ял пурнăçĕнче шырама ăс пани ахаль çухамастех... Мĕншĕн аса илтĕм-ха паян çак тĕрленчĕке? Акă мĕншĕн: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кунсенче Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çĕрпе тухăçлă усă курасси, кашни ял тăрăхĕнчех акăнман çĕрсем ан пулччăр тесе тăрăшасси паян чи çивĕч ыйту пулса тăнине палăртса каларĕ. Михаил Васильевич ялхуçалăх ĕçĕн чыс-хисепне çĕклемелли, ялсен социаллă инфраструктурине аталантармалли çинчен калани те - пурнăç хистевĕ. Арканнă фермăсемпе техника паркĕсем ял илемне янипе килĕшсе пурăнмалла мар, пĕтĕм вăя, ăсталăха ялхуçалăхне çĕклесси çине хумалла. «Ялта ĕçлекенсене тивĕçлĕ ĕç укçи тỹлемелле, - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Çамрăксене ялта çирĕплетсе хăварас тесен, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли майсем шырамалла. Çамрăк çынсемпе çамрăк специалистсене пурăнмалли çурт-йĕрпе чăн малтан тивĕçтермелле». Ялта ĕç çук тени - йывăрлăхсенчен пăрăнма тăрăшни кăна. Михаил Васильевич агропромышленноç комплексне аталан- тарас ĕçре фермер хуçалăхĕ- семпе килти хушма хуçалăхсем пысăк вăй пулса тăнипе палăртать. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннăранпа вĕсем патшалăхран 26 миллиард тенкĕ ытла çăмăллăхлă кредит илнĕ, ял çыннисене бюджетран 4 миллиард та 600 миллион тенкĕлĕх субсиди уйăрса панă. Республика Пуçлăхĕ хресчене хумхантаракан чи çивĕч ыйтăва - туса илнĕ ялхуçалăх продукчĕсене тупăшлă вырнаçтарас ыйтăва - манăçа хăварманни те шанăç парать. Продукцие упракан, ĕçе кĕртекен тата ăна суту-илĕве тăратакан агропарк кирлине уççăн палăртать. Хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çĕрулми тата пахчаçимĕç упрамалли хранилищĕсем, пахчаçимĕçе çулталăкĕпех çитĕнтерме май паракан теплицăсем туса ĕçе яма тĕллев лартать. Халăхран ялхуçалăх продукчĕсем туянас ĕçре çирĕп йĕрке тумалли, унчченхи паха опытпа усă курса хатĕрлев кантурне çĕнĕрен йĕркелесе ĕçлеттерме пуçламалли çинчен эпĕ хамăр хаçатра унччен те çырнăччĕ. Республика Пуçлăхĕ çак шухăша тата та çивĕчлетрĕ, вырăнти пуçлăхсем умне конкретлă тĕллевсем лартрĕ. Халлĕхе мĕн куратпăр-ха: тар тăкса çитĕнтернĕ çĕрулмине, пахчаçимĕçе тата улма-çырлана ниçта чикме аптăратпăр, сĕтпе пыла, сурăх çăмне килен-каян усламçăсене йỹнĕ хакпа тыттарса яратпăр. Ĕлĕкрех, совет самани вăхăтĕнче, çак хуйхă пĕрре те пулман, хатĕрлев кантурĕ пур ыйтăва та татса партчĕ. «Санкцисем ялхуçалăх продукцийĕсене ытларах туса илме çĕнĕ майсем уçса пачĕç, - терĕ Республика Пуçлăхĕ Çырура. - Пирĕн çак лару-тăрупа пĕлсе тата васкавлăн усă курмалла, çĕршыв рынокĕнче хамăрăн вырăна тупмалла».
И.САЛАНДАЕВ.