Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Конвертри» вунă пин е пенси çулне çитсен пуçа хыçмăпăр-и?

13 февраля 2016 г.

- Вунă çул ытла Мускава ĕçлеме çỹрерĕм, - терĕ вăл чунне уçса. - Пĕр фирмăна ĕç кĕнекисĕрех вырнаçнăччĕ. Шалăва та «конвертпа» тỹлерĕç. Урăхла каласан, манран нимĕнле налук та тытса юлман. Пенси фондне те укçа куçарман. Малтанласа пысăк укçа илнĕшĕн савăнаттăмăр. Халĕ, акă, пенсие тухма вăхăт çитсен, эпĕ вуникĕ çул ниçта та ĕçлемен пек курăнать. Колхозри ĕç стажĕ пур-ха, пĕчĕк пенси те пулин параççĕ тесе шантарчĕç. Юлашки вăхăтра, чирлесе тăнипе, Мускава çỹрейместĕп. Икĕ çула яхăн чирпе нушалансан та больница хучĕ памарĕç. Кам тỹлетĕр-ха ниçта та ĕçлемен çынна? Эпĕ пур та, çук та пек пулса тухать... «Серая» зарплата» - теççĕ вырăсла «кон- вертпа» ĕç укçи тỹленине. Çакăн пек пăтăрмахлă япала унччен пулман та, пĕр словарьте те куçарса пани çук. Çавăнпа та эпĕ çак сăмаха «хури» тесе куçаратăп. Ĕç укçине çапла, патшалăх куçĕнчен вăрттăн тỹлес йăла коммерци организацийĕсемпе строительство фирмисенче уйрăмах сарăлни паллă. Вĕсен тĕллевĕ - НДФЛ тата страхлакан взноссем тỹлессинчен пăрăнасси. Официаллă мар ĕç укçи тỹленипе чылай çын килĕшсе пурăнни саккуна малалла пăсасси патне илсе пырать. «Пире икĕ ĕç укçи тỹлеççĕ, - пĕлтерчĕ мухтанса тĕп хулара вăй хуракан тепĕр юлташ. - Пĕрне «шурри» («белая») тетпĕр, вăл 10 пинпе танлашать. Тепри, «хури», уйăх вĕçĕнче конвертпа парăнать. Ун пирки никама та калама хушмаççĕ, ведомоç çине алă та пустармаççĕ. Пире мĕн, панине илетпĕр, тав туса хăваратпăр... Тав сăмахне патшалăха миллионĕ-миллионĕпе (тен, миллиарчĕпе те) сиен кỹрекен хуçасене калани - эпир те вĕсене преступлени тума хавхалантарни мар-и-ха? Бюджета налук кĕмесен, патшалăхăн больницăсене, шкулсене, ача сачĕсемпе ача çурчĕсене, ваттисен çурчĕсене мĕнле укçапа тытса тăмалла-ха, пенси укçине ăçтан илсе тỹлемелле? «Хура» ĕç укçин пысăк пайĕ бухгалтери документацийĕ витĕр тухмасть, çапла вара унран тупăш налукне те тытса юлмаççĕ. Официаллă мар ĕç укçи илни пулас пенси виçине нумай пĕчĕклетесси кала- масăрах паллă. Халĕ вăя кĕнĕ çĕнĕ коэффициент кашни уйăхра официаллă илнĕ тупăша çеç шута илет. Больница хучĕшĕн те саккунлă ĕç укçине кура тỹлеççĕ. Тепĕр тĕслĕх те илсе кăтартас килет. Шăмăршăра пурăнакан пĕр çын банкран кредит илсе çурт-йĕрне çĕнетесшĕн пулнă. Анчах та ăна, ниçта та ĕçлемен пек курăнаканскере, никам та кредит пама килĕшмен. Ирĕксĕ- рех уйрăм çынран кивçен илсе пысăк процент тỹлеме тивет. Мĕн тумалла-ха эппин ĕçлекен çыннăн, тĕрĕслĕх шырама ăçта каймалла? Чăн малтан, эсир ĕçлекен вырăнта «иккĕлле бухгалтери» пулни çинчен налук органĕсене пĕлтермелле. Çавăн пекех прокуратурăна кайма та юрать. Анонимлă шăнкăрава та йышăнаççĕ. «Хура» ĕç укçи тỹлекенсем ĕçлекенсене улталани, кашни уйăхрах шалăва чакарса пыни те вăрттăнлăх мар. Ĕçрен тухас пулсан та «чике тăршшĕ» лартаççĕ. Çакăн пек чухне тавлашăва суд çеç татса пама пултарать. Паллах, тивĕçлĕ документсем тупайсан тата свидетельсем шанчăклă çынсем пулсан. Урăхла май çук. Пĕртен-пĕр çул - «шурă» ĕç укçи илессишĕн тăрăшасси. Хура япала вăл яланах таса мар ĕç патне илсе пырать.

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика