13 февраля 2016 г.
.ÇАПЛИ çапла-ха та, анчах хушăран «хĕрлĕ автан» çунатне сарать-саратех. Кăçалхи февралĕн 9-мĕшĕ тĕлне районта икĕ пушара регистрациленĕ, вут-кăвар 122000 тенке яхăн сиен кỹнĕ. Телее пула, пушарсенче çынсем вилнĕ тĕслĕхсем пулман. Ан та пултăрччĕ. Ăçта, мĕнре-ха пушарсен сăлтавĕсем? Пĕрремĕшĕ - ача-пăча аллинчи шăрпăк. Кун пек тĕслĕх - пĕрре. Тепри - электроприборсемпе усă курмалли йĕркесене пăсни. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, районта кăçал пушарсен шучĕ ỹсни палăрмасть. Çакна палăртмалла: пушарсем ытларах чухне çынсем пурăнакан секторсенче тухаççĕ. Тĕслĕхрен, 2015 çулта регистрациленĕ пушарсем шăпах электричествăпа çыхăннă. Пушар хăрушсăрлăхĕ пирки эпир асăрхаттарсах тăратпăр. Кăçал кăна асăрханулăх пирки 14 мероприяти ирттернĕ, вĕсенче 479 çын хутшăннă. Тĕп тĕллев - çынсене вут-çулăмран асăрхануллă пулмаллине аса илтересси. Инкек ан пултăр тесен, юсав- сăр электроприборсемпе, изоляци тĕлĕшĕнчен япăх электропроводсемпе усă курмалла мар. Çавăн пекех, кăмакасем те юсавлă пулмалла. Йĕркене пăссан, çутçанталăк газĕ те пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Ачасене те тимлĕхсĕр хăвармалла мар - шăрпăка вĕсем çитмен çĕрте упрамалла, вĕсене электроприборсемпе, газпа хăйсем тĕллĕн усă курма май памалла мар. Вут-кăвартан пурин те яланах асăрхануллă пулмалла, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла. Пушартан сыхланасси ăна сỹнтерессинчен чылай ансатрах. Эппин, çакна шута илесчĕ, манас марччĕ.
А.КЛЯЖЕВ, районти пушар хăрушсăрлăхĕн начальникĕ, шалти ĕçсен службин майорĕ.