18 февраля 2016 г.
Çак çулталăксен пысăк пĕлтерĕшĕ çинчен Культура Керменне пуçтарăннă çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов пĕлтерчĕ. Хăйĕн саламлă сăмахĕнче Владимир Васильевич кăçал ĕç çынни çине нихçанхинчен те ытла- рах тимлĕх уйăрма, ĕç династийĕсене çỹле çĕклеме кирлине палăртрĕ.Ку енĕпе ял тăрăхĕсенче хăш-пĕр ĕçсем пуçланнă та ĕнтĕ. Кăна эпир фойери куравра та асăрхарăмăр. Кашни ял тăрăхĕ хăйсен ĕç паттăрĕсем çинчен каласа паракан папкăсем, буклетсем хатĕрленĕ. Вырăнти алĕç ăстисен тĕрлесе е çыхса тунă япалисем те сĕтелсем çинче куçа илĕртсе тăраççĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакан П.Ермолаевăн йывăçран касса кăларнă Зодиак паллисем, Кивĕ Чукалти Г.Иванован бисерпа тĕрленĕ çутçанталăк картинисем, Асанкассинчи З.Долгова илемлетсе çыхнă чечек савăчĕсем, Патирекри С.Лысован çекĕлпе çыхнă жилечĕсем, Анат Чаткасри ăстаçăсен чĕнтĕрĕсем... - пурне те асăнса та хăвараймăн.Ял тăрăхĕнче ĕçпе чапа тухнă çынсем çинчен материалсем пухма тытăнни уйрăмах савăнтарать. Ку енĕпе Чукалсем çине тăрсах ĕçлени курăнать. Мĕн чухлĕ ĕçчене пуçтарнă вĕсем хулăн папкăна - тахçан колхозра тăрăшса вăй хунă кашни ĕне сăвакан, выльăх-чĕрлĕх самăртакан, пăру пăхакан, акара е вырмара тар юхтарса ĕçленĕ тракторист, комбайнер, водитель вырăн туп нă унта. Вĕрентỹ ĕçĕнче ырă ята тивĕçнĕ учительсене те манса хăварман. Пуянкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем те ĕç династийĕсем çинчен материалсем тăратнă. Сăмахран, Никифоровсен, Антоновсен, Макаровсен çемье династийĕсен историйĕ хатĕр те ĕнтĕ. «Победа» колхозра ĕçлесе чапа тухнă, тава тивĕçлĕ ята тивĕçнĕ кол- хозниксем çинчен те халех вуласа пĕлме пулать. Респу- бликипех паллă вăрман ĕçченĕн - П.Тихоновăн - пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан стенд та кунтах. Çавăн пекех В.Денисов «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ ĕçченсене ăшшăн саламларĕ, удостоверенипе пĕрле чĕрĕ чечек çыххи парса чысларĕ. Районти тĕрлĕ организацисемпе учрежденисен ертỹçисем те тỹрĕ кăмăлпа, пысăк яваплăха туйса ĕçлекен специалисчĕсене Мухтав хучĕсем парса хавхалантарчĕç. Уяв программине юрă-ташă илем кỹрсе тăчĕ. Яланхи пекех Пуянкассинчи "Аххаяс" фольклор халăх ансамблĕ, Кивĕ Чукалти арçынсен юрă ушкăнĕ, Палтиелĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи хутăш ансамбль, Карапай Шăмăршăри, Анат Чаткасри, Асанкассинчи хĕрарăмсен юрă ушкăнĕсем, ача-пăча ташă ансамблĕ «Антонина» куракансене савăк кăмăл парнелерĕç. Çамрăк солистсем - М.Шумилов, А.Любимов - шăрантарнă юрăсем вара пурин чĕринче те ырă туйăмсем вăратрĕç. Культура ĕçченĕсемпе администрацин вĕренỹ пайĕн методисчĕсенчен тăракан юрă ансамблĕн номерĕсене те куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Тахçантанпах халăх килĕштерекен юрăçă В.Шумилов «Я люблю тебя до слез» юррипе вара чăннипех те пурне те тыткăнларĕ. Çапла çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа пуçланса кайрĕç районта Кино тата Ĕç çыннин çулталăкĕсем. Уйрăмах кăçал тĕрлĕ отрасльте ĕçлекенсем çĕнĕ çитĕнỹсемпе савăнтарасса эпир шансах тăратпăр. Ĕçре палăрнă çынсем çинчен хаçатра та çырсах тăрăпăр. Эсир те, хаçат тусĕсем, ĕç паттăрĕсем çинчен пĕлтерме васкăр.Çирĕп сывлăх, ăнăçу сире, ял ĕçченĕсем!
Г.ИВАНОВА.