18 февраля 2016 г.
«Эсир - Шăмăршăсем - çав тери илемлĕ вырăнта пурăнатăр. Çутçанталăк хăех спорта юратма хавхалантарать. Юман пек çирĕп сывлăхлă пулма тăрăша- кансене мухтас килет», - терĕ вăрман уçланкинче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2016» чупу пуçланас умĕн пирĕн корреспондента хисеплĕ хăна - Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов. Владимир Анатольевич пирĕн тăрăхра иртекен спорт ăмăртăвĕсене пĕрремĕш хут хутшăнать, тен, çавăнпах пулĕ вăрмана ватти-вĕтти йĕлтĕр йăтса килнинчен тĕлĕннине пытармарĕ. «Ячĕшĕн мар, чăннипех те çирĕп сывлăхшăн тăрăшса ирттеретĕр эсир спорт уявне», - чунне уçса калаçрĕ хисеплĕ хăна, йĕлтĕр сырса ăмăртăва хатĕрленнĕ май. ...Шăмăршă ялĕ çумĕнчи ытарма çук илемлĕ хыр вăрманĕн уçланкине çынсем килсех тăраççĕ. Акă выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци пуçлăхĕ Петр Пирогов пĕтĕм коллективне ертсе килнĕ. Çиччĕшĕ те - йĕлтĕрпе. «Çитес эрнере Красноармейски районне - республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва каятпăр. Паянхи чупу пирĕншĕн тренировка пулĕ», - терĕ йăл! кулса спортпа туслă ертỹçĕ. Район центрĕнче пурăнакан Удинсем - ашшĕ, амăшĕ тата хĕрĕ - кашни ăмăртăвах хутшăнма тăрăшаççĕ. 10 «б» класра вĕренекен Вера - çăмăл атлетикăпа район чемпионки. Амăшĕ - Марина - хăй çулĕнчисем хушшинче яланах малти вырăна йышăнать. Паян та вĕсем çĕнтерес кăмăлпах килнĕ иккен. ... ПĔР рете йĕркеленсе тăнă йĕлтĕрçĕсене «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2016» чупу пуçланнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» партин районти организацийĕн секретарĕ Валерий Фадеев ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, телей, пурнăçра тата спортра ăнăçу сунчĕç. Чăн малтан VIP чупу йĕркелерĕç (унăн тăрăшшĕ - 2016 метр). Йĕлтĕр йĕрĕ çине район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертỹçисем тăчĕç. Хальхинче те район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов пурне те ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Мĕн ачаран спортпа туслă çын ыттисенчен тăрса юлайĕ-и вара? Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Сергей Кузьмин, шалти ĕçсен пайĕнчи участок инспекторĕсен пуçлăхĕ Наиль Тепитов, коммуналлă хуçалăх предприятийĕн пуçлăхĕ Станислав Ястребов, районти нумай функциллĕ центр (МФЦ) ертỹçи Лидия Угарина, Шăмăршăри линипе техника участокĕн (ЛТУ) пуçлăхĕ Валерий Юнкеров, БТИ ертỹçи Александр Михайлов тата ыттисем йĕлтĕр йĕрĕ çинче спорта чунтан юратнине çирĕплетсе пачĕç. Шкул ачисен ăмăртăвĕнче, кĕтнĕ пекех, паян та Вера Удина пурне те нумай хыçала хăварчĕ. Сăмах май, унăн амăшĕ те çитĕннисем хушшинче чăн мала тухрĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çине 60-70 çулти ветерансем те тăни ăмăртăва илем кỹчĕ. Акă камсенчен тĕслĕх илмелле паянхи çамрăксен! Утмăл виççĕри Борис Воробьевпа çак çула çитсе пыракан Петр Угасин хыççăн çил-тăман çеç тухса пычĕ. Вĕсенчен çамрăкрах Вадим Севрюгин - район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ - отпускра пулнине пăхмасăрах йĕлтĕр сырса вăрмана килнĕ. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп грамотисемпе тата медальсемпе чысларĕç. Йĕлтĕрçĕсем çеç мар, курма пынисем те тулли кăмăлпа саланчĕç килĕсене. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2016» чупу кашни ял тăрăхĕнчех халăх йышлăн хутшăннипе иртни çинчен пĕлтерчĕ пирĕн корреспондента район администрацийĕнчи спортшăн яваплă тĕп специалист Вячеслав Антонов. Йĕлтĕр йĕрĕ çине 2 пине яхăн - ытти çулхисенчен те ытларах çын тăнă. Канмалли кун пуриншĕн те усăллă иртнĕ. Йĕлтĕр спортне çемйипех юратакансен йышĕ çулсерен ỹссе пыни уйрăмах савăнтарать. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2016" чупу иртрĕ пулин те, хĕллехи спорт сезонĕ малалла тăсăлĕ. Çанталăк та уçă сывлăша илĕртет, ватти-вĕттине ярăнма чĕннĕн туйăнать.
Ив. САЛАНДАЕВ.