Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа калаçатăн - пурнăçа пĕлетĕн

20 февраля 2016 г.

Юнкун республикăра, çав шутра пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Шупашкартан Шăмăршăсемпе тĕл пулма пысăк ушкăн килсе çитнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов тата Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов Шăмăршă ял тăрăхĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьковпа Чăваш Республикинчи метрологипе стандартизаци регион центрĕн директорĕ Сергей Абрамов Анат Чаткас ял тăрăхĕнче, район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Ендиеровпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи Анатолий Ухтияров Палтиел ял тăрăхĕнче, район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеев, Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн çумĕ Константин Никитин, Чăваш Республикинчи ветеринарипе фитосанитари надзорĕн Федераци службин пуçлăхĕн çумĕ Николай Романов Васан ял тăрăхĕнче пурăнакан халăхпа тĕл пулнă. Информаци кунĕн тĕп теми _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăва анлăн сỹтсе явасси. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов тата Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов Шăмăршăри вăтам шкул, ДРСУ тата «Рэмисс» ООО коллективĕсемпе тĕл пулса калаçнă, республика Пуçлăхĕн Çырăвĕнчи кашни çынна хумхантаракан ыйтусене çĕкленĕ. Çавăн пекех Раççей Пенси законодательствинчи çĕнĕлĕхсем пирки те калаçу пынă.

Палтиелсем йывăрлăхсенчен хăрамаççĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи Анатолий Ухтияров, Палтиел ял тăрăхĕнче пулнă май, кунти халăх пурнăç çине мал ĕмĕтпе пăхнинчен тĕлĕннине палăртрĕ. Пытармалли çук: хальхи вăхăтра хулара та, ялта та йывăрлăхсем çинчен ытларах калаçаççĕ, пуçлăхсен ĕçне хурлама тăрăшакансем те тупăнаççĕ. Палтиелĕнче вара ырă кăмăл-туйăм палăрать. Ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх усраса, çĕр çинче ĕçлесе пурнăçа лайăхлатассишĕн тăрăшаççĕ. Икĕ ялĕпе 508 пуç сăвакан ĕне усрани те çакнах çирĕплетет. Çу кунĕсенче Палтиелĕнче ирсерен виçĕ кĕтỹ, Патирекре пĕр пысăк кĕтỹ хăвалаççĕ. Килти хуçалăхра икшер-виçшер пуç е кунтан та ытларах ĕне усракансем сахал мар. Люция Рахматуллова ултă ĕне, Минтен Тизяков пилĕк ĕне усрани çинчен пĕлтерчĕç. Равия Хайбуллова, Гузель Альда, Гельнар Шайдуллова, Гельчечек Емдиханова, Роза Хамдеева, Миргали Ибетуллов, Рузалия Емдиханова, Радик Хамдеев виçĕ-тăватă ĕне тытаççĕ. Хăйсенчен ытлашши сĕте предпринимательсене сутса укçа тăваççĕ вĕсем. Рамия Хамидуллова, Фарид Азизов, Фазулла Рахматуллов предпринимательсем кашни кунах Шăмăршăри сĕт йышăнакан пункта паха продукци кăна леçеççĕ. _ Сĕт хакне çеç чакарас марччĕ, _ терĕç ял çыннисем. _ Республика Пуçлăхĕ санкцисем выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем ытларах туса илме хистени, йывăрлăхсене парăнмасăр ялхуçалăхне аталантарса пымалли çинчен каланипе эпир пурте килĕшетпĕр. Паян пирĕн нихçанхинчен те тăрăшарах ĕçлемелле. Информаци ушкăнĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн- че тата тухтăр амбулаторийĕнче ĕçлекенсемпе те тĕл пулса калаçрĕ. Амбулатори тухтăрĕ Николай Яковлев каланă тăрăх, вĕсем Палтиел, Васан, Ярăслав тата Хайпăла ялĕсенче пурăнакансен сывлăхне сыхлаççĕ. Палтиелĕнче хăйĕнче кăна 1411 çын пурăннине шута илсен, шурă халатлă ĕçченсен канса ларма вăхăт çук. Коллективра хăйсен ĕçне юратакан, тăрăшуллă çынсем вăй хураççĕ. Гузелия Афиатуллова, акă, ку ĕçре 32 çул тăрăшать. Алине Ахмерова медсестрапа Гельфия Ямалтдинова санитарка та чирлисемпе кăмăллă калаçаççĕ. «Туслăх» ача садне (вăл çав çуртрах вырнаçнă) чăваш, тутар, ирçе ачисем çỹреççĕ. Эпир пынă чух чăвашла «Пĕчĕкçеç путене, сарă тулла юратать» юрра çав тери илемлĕн шăрантаратчĕç. Ача садĕнченех пĕр-пĕринпе туслă пурăнма вĕрентни вăтам шкулта тата та вăй илсе çирĕпленет. Пысăк тăхтав вăхăтĕнче учительсемпе тĕл пулса калаçнă чухне те шкулта интернационалла тата патриотла воспитани çине тимлĕ пăхни яр уççăн палăрчĕ. Шкул директорĕ Рудислав Петрович Сорокин _ районти паллă спортсмен. Çамрăк чух Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнăскер, вĕренекенсем те Тăван çĕршыва юратчăр, спортпа туслă пулччăр тесе тăрăшать. Учительсен çирĕп коллективĕ ума лартнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн пысăк вăй хурать. Çав вăхăтрах хумхантаракан ыйтусем те çук мар. 624 вĕренекен валли туса лартнă илемлĕ те çутă шкулта паян 145 ача çеç вĕренни пăшăрхантарать. Компьютерсем çителĕк- сĕрри, унчченхисем кивелсе çитни те _ çивĕч ыйту. «Вĕрентекенсене професси тĕлĕшĕнчен аталантарасси, вĕсене хăйсен ăсталăхне ỹстерме хавхалантармалли майсем туса парасси çине уйрăмах тимлĕн пăхмалла. Ачасене хастар чунлă, мал ĕмĕтлĕ тата хальхи технологисене алла илнĕ учительсем вĕрентмелле», _ тенĕ Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура. Çакăнта каланипе Палтиел учителĕсем пĕр кăмăллăн килĕшнине пĕлтерчĕç.

Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика