Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паян _ сержант, ыран _ инженер

20 февраля 2016 г.

ПУЯНКАССИНЧЕ çуралса ỹснĕ яштака пỹллĕ Димитрий Тимофеев салтак тивĕçне Петропавловск-Камчатский хулинче пурнăçлать. Çак хула _ Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Камчатка крайĕн тĕп хули. Вăл çĕр чăмăрĕн çурçĕр пайĕнчи хĕвелтухăç енче вырнаçнă чи инçе хула. Унта ирхине хăпарнă хĕвел пирĕн пата 9 сехетрен тин çитет. Камчатка çурутравĕнчи климат та пирĕн тăрăхринчен самаях уйрăлса тăрать: пĕр енче _ Лăпкă океан, тепĕр енче _ сỹнмен вулкансем...Çук, Дима пĕрре те ỹкĕнмест "тĕнче хĕррине" лекнĕшĕн, пачах урăхла, питĕ кăмăллă. Хăçан çитсе куратчĕ-ха çутçанталăкăн çак тĕлĕнтермĕш кĕтесне? Климата та çăмăллăнах хăнăхрĕ. Халăхĕ те килĕшет. Юлташсем, командирсем хушшинче чăвашсем пурри те кичемленме памасть. Автомобилистсен ротинче службăра тăрать вăл, водитель-гранатометчик тивĕçĕнче. _ Эпĕ хам та Инçет Хĕвелтухăçĕнче, Хабаровскра, 3 çул службăра тăтăм _ старшина тивĕçне пурнăçларăм. Мăнукăм вара манран та инçерех кайрĕ. Маттур та-çке Дима! _ савăнăçне пытараймасть кукашшĕ, Пуянкассинчи хисеплĕ ватă В.Антонов. Д.Тимофеев çар ретне хăй ирĕкĕпе тăнă. Чăваш патшалăх университечĕн электроэнергетика факультетĕнче 4 курс пĕтерсе магистр ята илсен çар тумне тăхăнма шутланă. Ялта ĕçпе ỹснĕ каччă хăйне спортпа та пиçĕхтерсех тăнă: шкулта вĕреннĕ çулсенче те, университетра та баскетболла выляма юратнă, хĕлле йĕлтĕрпе тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă. Паллах, вĕренỹ хуть ăçта та тĕп вырăнта пулнă. Математика, информатика, физика _ юратнă предметсем, районти олимпиадăсенче те тупăшнă çак наукăсемпе. Часах кĕçĕн сержант, службине вĕçлесе, тăван килне таврăнĕ. Унăн ĕмĕчĕсем таса та çутă _ малалла вĕренсе аслă пĕлỹ илесси. Бакалавриатран вĕренсе тухса промышленноçра ĕçлекен инженер-энергетик пуласшăн вăл. Мĕнех, çĕршыва хĕвелтухăçĕнче хỹтĕлекен сержант, ăнăçу, телейлĕ çул пултăр сана!

Г.КАЗЯНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика