Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялхуçалăхĕ, бюджет, ĕç вырăнĕ…

24 февраля 2016 г.

Ялхуçалăхĕ, бюджет, ĕç вырăнĕ…

ИртнĔ эрнекун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çулçỹревпе Шăмăршă тăрăхне çитсе курчĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2015 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе тата кăçалхи тĕллевĕсемпе паллашрĕ. Шăмăршăри Культура Керменĕнче иртнĕ анлă канашлăва уçнă май, Михаил Игнатьев район çыннисене 2015 çулхи суйлава хастар хутшăннăшăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн йывăр лавне туртса пыма хăйне шаннăшăн тав турĕ. _ Çынсене вĕсен хитре сăмахĕсемпе янравлă йыхравĕсем тăрăх мар, ĕç кăтартăвĕсем тăрăх хаклаççĕ,_ терĕ Михаил Васильевич. _ Эпир суйлава чăн отчетсемпе тата тĕп тĕллевсене уççăн палăртса хутшăнтăмăр, çавăнпа та пире суйлавçăсем шанчĕç. Республика Пуçлăхĕ пысăк зала лăк тулли пуçтарăннă çынсене уçă калаçăва чĕнчĕ: район экономикине тĕреклетес, халăх пурнăçне лайăхлатас тесен эсир тата мĕн тума сĕнетĕр? Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов хăйĕн докладĕнче 2015 çулта пурнăçланă ĕçсене анлăн çутатрĕ, кăçалхи тĕллевсене те уçăмлă палăртрĕ. Докладри тĕп цифрăсене маларах район хаçатĕнче пичетленĕ май, хăшпĕр самантсене çеç палăртса хăварар. Экономикăри лару-тăру кăткăс пулнине пăхмасăр, районта социаллă сферăри пур учреждени те йĕркеллĕ ĕçленĕ, пĕчĕк бизнес малалла аталаннă, ĕç укçи тỹлесси ỹснĕ, коммуналлă хуçалăхри çивĕч ыйтусене çийĕнчех татса панă. Районăн 2015 çулхи пĕрлештернĕ (консолидированный) бюджечĕ тупăшсем енĕпе 247,9 миллион тенкĕ (çулталăк валли палăртнин 99,5 проц.) е 2014 çулхипе танлаштарсан 107,6 процент чухлĕ пурнăçланнă. Тăкаксем 246,1 млн тенкĕпе (97,3 проц.) танлашнă. Ялхуçалăхĕнче темиçе инвестици проекчĕ пурнăçа кĕнĕ. Ăратлă тата аш-какай нумай паракан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тĕлĕшпе районта ырă улшăнусем палăраççĕ. 2016 çулта инвестицисен калăпăшĕ 420 миллион тенке çитмелле (ỹсĕм _ 127 проц.). Çак укçа-тенкĕпе çул-йĕр тума, социаллă программăсене пурнăçа кĕртме тата ытти ĕçсем тумашкăн усă курма палăртаççĕ. Инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртни вырăнти бюджета 2,7 миллион тенкĕ налук укçипе пуянлатĕ, çĕнĕрен 89 ĕç вырăнĕ туса хума май парĕ. Районта иртнĕ çул тума пуçланă объектсене кăçал вĕçлеме, производство хăватне ỹстерме палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ялхуçалăхĕ çинчен ытларах калаçрĕ. Пĕлтĕрхи çанталăк условийĕсене шута илсен, ĕç кăтартăвĕсене япăх теме çук. Çапах та Владимир Денисов хăшпĕр ертỹçĕсемпе депутатсем ĕçри çитменлĕхсен сăлтавне çанталăкра çеç шыранине хытă сивлерĕ, çĕрĕç культурипе çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме, вăрлăхсен пахалăхне тĕпрен лайăхлатма чĕнсе каларĕ. Патшалăх килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредит парса пулăшать. Пĕлтĕр районти 420 çын 114,7 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа вара районти 7003 çын 1548,8 миллион тенкĕ кредит илсе килти хуçалăха аталантарнă. Финанссен мĕнпур çăлкуçĕпе усă курса, иртнĕ çул районта 13003 тăваткал метр чухлĕ (100 проц.) пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Граждансене авари пулма пултаракан çуртсенчен çĕннисене куçармалли республика программи те туллин пурнăçланнă. Шăмăршă ял тăрăхĕн территорийĕнче нумай хваттерлĕ 42 çурт шутланать. Капиталлă юсав ĕçĕсем валли взнос укçи пуçтарнин коэффициенчĕ районта 53,5 процентпа танлашнă. Докладчик сăмахĕ çумне хутшăнса, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕр Чăваш Енре капиталлă юсав ĕçĕсем валли 600 миллион тенкĕ пуçтарăнни, çак укçапа пĕтĕмпех çуртсене юсанă çĕрте усă курни çинчен пĕлтерчĕ. 2016 çула республикăра Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăнни ĕçлекен çын çине ытларах тимлĕх уйăрма, кадрсене суйласа илсе вырнаçтарас, çамрăксене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе яваплăха çирĕп туйма хушать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ялта çамрăк педагогсемпе медицина ĕçченĕсем çителĕксĕрри çинчен пăшăрханса каларĕ. Çамрăк ăрăва хресчен ĕçне, ялти профессисене юратма вĕрентмеллине уйрăмах палăртрĕ. Ку енĕпе ĕç династийĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине асăнчĕ. Шăмăршă тăрăхĕ _ туризма аталантармалли лайăх вырăн. Республика Пуçлăхĕ ку енĕпе Шăмăршăсем халлĕхе çителĕксĕр ĕçленине, туризм объекчĕсем туса хăнасене тивĕçлипе кĕтсе илме вĕренмеллине палăртрĕ. «Туризм вăл _ укçа çăлкуçĕ, _ терĕ Михаил Васильевич. _ Республикăра туризм проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пысăк тупăш илекен районсем темиçе те. Сирĕн экологи тĕлĕшĕнчен таса çутçанталăкпа, апат-çимĕçпе тупăшлă усă курма хăнăхмалла. Сервис çăмăллăхĕсем пурнăç ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерччĕр». Канашлăва хутшăннисем ыйтусем те чылай пачĕç. Вĕсем, уйрăммăн илсен, туризма аталантарассипе, килти хуçалăхра туса илнĕ выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене тупăшлăрах вырнаçтарассипе, çамрăксене ĕç тупса парассипе, бизнеса аталантарас ĕçри чăрмавсемпе çыхăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ кашни ыйту çинех тулли хурав пама тăрăшрĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вара ыйтусене тата та çивĕчлетсе вĕсене татса памалли майсене кăтартрĕ. Акă, сĕтĕн сутăн илмелли хакĕ пĕчĕк пулнинех илер. Республика Пуçлăхĕ Шăмăршăсем туса илекен сĕте кỹршĕ облаçа ăсатнипе, унти хуçасем продукцие хамăр республикăринчен чылай йỹнерех хакпа туяннипе кăмăлсăр пулчĕ. Республикăри сĕт-çу завочĕсене те паха продукци кирлĕ вĕт-ха, хамăр патăрта туса илнине вырăнта туянни экономикăна тĕреклетме те, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме те пулăшĕ. Докладчик хыççăн тухса калаçнисем _ Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов, экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илỹ министрĕн ĕçĕсене туса пыракан Инна Антонова, финанс министрĕн çумĕ Фарида Муратова _ район экономикипе социаллă пурнăçне малалла аталантарас тĕлĕшпе паха сĕнỹсем пачĕç, çитменлĕхсемпе усă курман резервсене палăртрĕç. Фарида Муратова, сăмахран, районта ĕç кĕнекисĕр (неформальная занятость) ĕçлекенсене тупса палăртас тĕлĕшпе çителĕксĕр тăрăшнине кăтартса пачĕ. Кунашкал тĕслĕхсем пĕлтĕр 23 çеç тенипе ниепле те килĕшме çук, терĕ вăл. «Конвертпа» ĕç укçи илекенсене пула район бюджетне иртнĕ çул сахалтан та 1,1 миллион тенкĕ укçа кĕреймен. «Эпир вĕсемшĕн страховани взносĕ тỹлесе çав тери пысăк тăкак тỹсетпĕр, _ терĕ республика Пуçлăхĕ._ Малашне çакăн пек лару-тăрупа килĕшсе лармастпăр. «Конвертпа» ĕç укçи илекенсем тỹлевсĕр медицинăпа та туллин усă курма пултараймĕç». Канашлура çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков та сăмах илчĕ, вăл çамрăк предпринимательсемшĕн ытларах тăрăшма, ветерансене хисеплеме, ĕçре малта пыракансене тивĕçлипе чыслама сĕнчĕ. Канашлу ĕçне вĕçленĕ май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем туса хурасси патшалăх политики тĕп çул-йĕрĕ пулнине палăртрĕ. Вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсем хăйсен бизнесне аталантарма халĕ 10 тата 11 процентлă кредит илме пултараççĕ. Аграрисем валли тухăçлă ĕçлеме майсем çителĕклĕ. Михаил Игнатьев Шăмăршă районĕнчи малта пыракан фермерсемпе ирттернĕ «Çавра сĕтел» хушшинчи тĕлпулăва та хутшăнчĕ, çĕр çинче чунтан тăрăшса ĕçлекенсен ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕ. «Республикăра Ĕç çыннин çулталăкне ирттернĕшĕн ял ĕçченĕсем чун-чĕререн савăнаççĕ, _ терĕ Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнчи Владимир Алексеев фермер. _ Эпир пурте лайăхрах ĕçлес ĕмĕт-тĕллевпе пурăнатпăр, хресчене чыс-хисеп тунăшăн республика тата район ертỹçисене тав тăватпăр». Канашлу вĕçĕнче вара савăнăçлă лару-тăрура ĕçре малта пыракансемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиачĕсене чысларĕç. «Тăван çĕршыва, çуралса ỹснĕ ялăра, ылтăн тырпул çитĕнтерекен хура çĕре юратăр, чăн-чăн патриотсем пулăр. Эпир сирĕнпе пĕрле кăçал пĕлтĕрхинчен те лайăхрах ĕçлессе çирĕп шанса тăратăп!» _ терĕ Шăмăршăсемпе уйрăлнă чух республика Пуçлăхĕ. 

Ив. САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика