Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв хỹтĕлевçисем пулĕç

24 февраля 2016 г.

ПИРĔН çĕршывра çар службине яланах хисепленĕ. Халĕ те, тĕнчере лару-тăру лăпкă тăманнине кура, тăван çĕре сыхлас ыйту пăрахăçланмасть. Çавăнпа та çемьере арçын ача çуралсан, ĕлĕкрен пыракан йăлапа, салтака кайма юрăхлă пултăрччĕ тетпĕр. Ку вăл сывлăхлă, тĕреклĕ, патвар çитĕнтĕр тениех пулать. Мĕншĕн тесен пĕлетпĕр: çĕршыва сыхлама нихăçан та çăмăл пулман. Февралĕн 20-мĕшĕнче, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунне халалласа, район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче савăнăçлă мероприяти пулса иртрĕ. Унта çĕршывăн пулас сыхлавçисене чысларĕç. Вĕсем _ кăçалхи январь уйăхĕнче çуралнă ывăл ачасем _ халлĕхе ашшĕ-амăшĕн чĕрки çинче тутлă ыйхăра çывăрчĕç пулин те, вăхăт çитсен паттăр хỹтĕлевçĕсен ретне тăрасса шанса, пулас салтаксене çурални çинчен ĕнентерекен свидетельствăсем пачĕç. Тăватă арçын ачана чысларĕç çак кун. Акă вĕсем, пулас хỹтĕлевçĕсем: Ресим Еремеевпа Роман Чуммин (Шăмăршă), Тимофей Губанов (Чукал), Нияз Тухфетуллов (Палтиел). Ывăл ачасен пĕрремĕш документне ашшĕ-амăшне чаплă лару-тăрура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков пачĕ, пурне те çирĕп сывлăх сунчĕ. Районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, Шăмăршă больницин тĕп врачĕ И.Смирнова ывăл çуралнă ятпа ашшĕ-амăшне ăшшăн саламларĕ, çĕршыва усăллă çынсем ỹстерме ырлăх-сывлăх сунчĕ. ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Т.Матвеева та пепкесене асăнмалăх парнесем пачĕ, малашнехи пурнăçра ăнăçу, такăр çул сунчĕ. Аслă ăрури ватăсем – ачасен асламăшĕ-аслашшĕ, кукамăшĕ-кукашшĕ те _ чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каларĕç пĕчĕк мăнукĕсене. Акă, сăмахран, А.Тухфетуллова, халĕ тивĕçлĕ канăва тухнă педагог, хăйĕн савăнăçне пытараймарĕ _ 5-мĕш мăнук вĕт Нияз! Епле пысăк телей ватăсемшĕн! Çавăн пекех мероприятире амăшĕн капиталĕн сертификатне илме тивĕçнĕ çемьене те чысларĕç. Ăна Александр Михайловичпа Людмила Николаевна Фоминсем тивĕçнĕ. Вĕсен çемйинче нумаях пулмасть иккĕмĕш ача _ Варвара _ çуралнă. Çак ятпа вĕсене Пенси фончĕн уйрăмĕн ертỹçи Д.Федоськин саламларĕ, сертификат пачĕ. Уява çепĕç юрăсем илемлетсе тăчĕç. Вĕсене шăрантаракансем _ Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Аксинья Долговапа Олеся Макарова. Уяв пуриншĕн те асра юлмалли савăнăçлă та хумхануллă самант пулчĕ, ăна ЗАГС уйрăмĕн ертỹçи Татьяна Петровна хатĕрленĕ, вăлах ăста ертсе пычĕ. Телейлĕ кун-çул сире, ывăл ачасем, пирĕн пулас шанчăк тата хỹтлĕх!

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика