27 февраля 2016 г.
ÇАК кунсенче районта культура учрежденийĕсен ĕçне пĕтĕмлетнĕ: пĕлтĕрхи Литература çулталăкне тишкернĕ, кăçалхи Раççейри Кино тата Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкĕсен тĕп çул-йĕрне палăртнă. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков тата районти культура учрежденийĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем хутшăннă. Культура учрежденийĕсен 2015 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе администрацин социаллă аталану пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ А.Петрова паллаштарнă. Вăл хăйĕн доклачĕнче культура ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсене анлăн çутатса панă. Вĕсен шутĕнче: культура учрежденийĕсенче массăллă мероприятисем йышлă тата пысăк пахалăхпа ирттерни, республикăри конкурссемпе фестивальсене активлă хутшăнни, музей ĕçне çĕнетсе яни, халăх пултарулăхне сыхласа хăварас тата аталантарас енĕпе ăнăçлă ĕçлени, çамрăк талантсене явăçтарни тата ытти те. Докладчик хăшпĕр татса паман ыйтусене те асăнса хăварнă. Алина Геннадьевна хăйĕн доклачĕнче кăçал туса ирттермелли ĕçсем çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çавăн пекех Шăмăршăри çамрăк- сен искусство шкулĕн директорĕ Ю.Цыганова, пĕрлештернĕ клубсен тытăмĕн директорĕ В.Львова, тĕп библиотекăсен тытăмĕн директорĕ И.Тимофеева тухса калаçнă, кулленхи ĕçĕ-хĕл çинчен каласа панă, 2016 çулта туса ирттермелли планĕсемпе паллаштарнă. Мĕнпе асра юлчĕ-ха иртнĕ çул культура тытăмĕнче? Культура учрежденийĕсенче - районта 16 клуб, 2 музей, 12 моделлĕ библиотека, тĕп библиотека - ял ĕçченĕн канăвне тивĕçлĕ шайра йĕркелессишĕн сахал мар вăй хунă. Уйрăмах халăхăн алĕç ăсталăхне упрассишĕн тăрăшнă. Ялти клубсенчи кулленхи ĕçе илĕртỹллĕрех йĕркелесе пыма малашне тата та ăнăçлăрах ĕçлеме кирлине палăртрĕç. Вулакансен йышĕ чакни те сисĕнмест-ха - пĕлтĕр халăхăн 82 проценчĕ библиотекăна кĕнеке-журнал вулама çỹренĕ. Кĕнеке фончĕ те çĕнелме пăрахман - çак тĕллевпе вырăнти бюджетран 29 пин тенкĕ укçа уйăрнă. 2015 çулта Пуянкассинчи ял библиотеки республикăри нумай профиллĕ культура учрежденийĕсем хушшинчи конкурсра (клуб-библиотека-музей) «Ял тăрăхĕнчи чи лайăх учреждени» номинацире çĕнтерỹçĕ ята тата 50 пин тенкĕ премие тивĕçнĕччĕ (библиотекарĕ Н.Федотова). Куратпăр ĕнтĕ, хальхи вăхăтра ялти библиотека пĕлỹ çăлкуçĕ кăна мар, культура, кану центрĕ те пулса тăрать. 12 моделлĕ библиотекăра компьютер техникипе, Интернетпа анлă усă кураççĕ. Çапах та чылай техника хатĕрĕ кивелсе çитнĕ, çывăх вăхăтрах оборудование çĕнетме тивет. Тĕрлĕрен çĕнĕ проектсенче те йышлăнрах хутшăнасчĕ, пултарулăха та аталантарсах пырасчĕ. Районта халăх пултарулăх коллек- тивĕ ятне çĕнсе илнисем паянхи кун виççĕн: Пуянкассинчи «Аххаяс» фольклор ушкăнĕ, «Антонина» ачасен ташă ушкăнĕ тата «Звездочки» ачасен театр студийĕ. «Çапла, начар мар ĕçлерĕмĕр 2015 çулта, кăçал татах та ăнăçуллăрах, харсăртарах пуласчĕ», - çапла вĕçленĕ хăйĕн сăмахне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе.
Г.НИКОЛАЕВА.