27 февраля 2016 г.
Ларатăп , çапла, хам ĕçленĕ тапхăрта пухăнса пынă хут тĕркисене çавăркаласа. Кĕтмен çĕртен тенĕ пек, аллăма тĕрлĕ тĕссемпе илемлетнĕ икĕ енлĕ йыхрав хучĕ лекрĕ. Уçса пăхатăп та - Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Çĕнĕ Шăмăршăра çуралса ỹснĕ Вячеслав Кудряшов Шăмăршăри Культура çуртĕнче хăйĕн 50 çулхи юбилейне хутшăнма чĕннĕ Йыхрав иккен. Часах 30 çул каялла вăл çак йĕркесен авторне панă ыйту-хурав пичетленнĕ район хаçачĕн номерĕ те ал айне лекрĕ. Шутласа илтĕм те, çак кунсенче паллă ентешĕмĕр çуралнăранпа шăпах 80 çул çитрĕ-мĕн.Тертлĕ çул утса тухнă Вячеслав Александрович артист пуличчен, хăй валли чăннипех те тивĕçлĕ професси суйланă: пĕри килĕшмен, теприн валли вĕрентỹ шайĕ çитмен, виççĕмĕшĕ?... Шутласан-шырасан артист пулма шут тытнă. Çакăн валли унăн «Турă пани» çителĕклех пулнă. Мускаври Патшалăх театр искусствин институтне вĕренме кĕнĕ. Ăна хăй 25 çул тултарсан вĕçленĕ те пурнăçĕ вĕçне çитичченех К.В.Иванов ячĕллĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче вăй хунă. Çак хушăра В.Кудряшов вуншар та вуншар роль калăпланă. СССР халăх артисчĕсемпе - Б.Алексеевпа, А.Ургалкинпа, В.Кузьминапа, хăйĕнчен аслăрах ăрури ытти искусство çыннисемпе пĕр коллективра ĕçлесе ăсталăхне туптанă. Малтанхи паллашу сцена çинче мар, чылай маларах - йĕлтĕр йĕрĕ çинче пулса иртрĕ. Пĕр ỹсĕмри ачасем районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне килсен. Малалла татах - кашни çул - пĕрле ăмăртрăмăр. Вячеслав яланах малтисен ретĕнчеччĕ. Вăл Шăмăршăра мар чухне çеç маншăн çул уçăлчĕ, çĕнтерме пуçларăмăр. Каларăмăр ĕнтĕ, Çĕнĕ Шăмăршă ачи нумайччен хăй çулне суйлани çинчен. Сăлтавĕсене те палăртрăмăр. Шкула вăл хăйĕнчен икĕ çул аслăраххисемпе çỹреме пуçланă! Пĕвĕ пысăк пулнăран. Вуннăмĕш класа вара 1939 çулта çуралнисемпе çеç вĕçленĕ. Сăлтавсăр мар, паллах. Пилĕк класс пĕтернĕ хыççăн амăшĕ ăна шкула çỹреме чарнă. Килте ĕçлекен çук, тесе. Ашшĕ фронтра пуç хунă. Тетĕшĕ салтакра пулнă. Çавна май килте «чи асли» пулса тăнă. Каярахпа, кăшт пурнăç майлашкаланнă пек пулсан, каллех шкул çулне аса илнĕ. Саккăр пĕтернĕ. Çакă вара пуласлăха çул уçнă пекех туйăннă. Мĕн ачаран моряк пулас вăрттăн шухăшĕ уçăмланнă. Тинĕс ишевçисене вĕренмелли училищĕне кĕрес тесе, инçе çула тухнă _ Ригăна çити кайнă. Инкекĕ те хăйĕнчен «юлман». «Тиркенĕ» чăваш каччине. Сулахай куçĕ «вăйсăрри» ĕмĕтне татнă. Каялла Шăмăрша таврăнма тивнĕ. Райсобес инспекторĕнче ĕçлемепуçланă. Йытта ури тăрантарать, тенĕ пек, ĕç кунĕсем ытларах çул çинче, ялсенче иртнĕ. Хальхи пек автобуссемпе таксисем чупман ун чухне. Малтан çуран çỹренĕ, каярахпа _ велосипед туяннă. Чукала çитме вăтăр çухрăм ытла, каялла тата çавăн чухлĕ. Вăт çавăн чухне спортсмен ăсталăхĕ хăех туптаннă. Пулас артист строительствăра та хăйне тĕрĕсленĕ. Пĕррехинче Шупашкарти строительсен бригадине платнике килнĕ. Маçтăр ăна: «Сан аллу лайăх çыпăçать, Саратова строительсен институтне вĕренме кай-ха», _ тенĕ. Ку вара саккăр çеç пĕтернĕ. Каçхи шкула кĕнĕ. Унтан, ăна пăрахса, «Речной клуб» текенне кайнă. Кочегара вĕрентетпĕр, тенĕ. Моряк пулас шухăшлă йĕкĕт ĕмĕчĕ тинех пурнăçланасса шаннă. Кăштах Атăл тăрăх ишкеленĕ те, Шупашкара çитсен, анса юлнă. Сасартăк сакă çинче хăйĕн юратнă учителĕ, вăрçă участникĕ М.Никифоров кĕнеке вуласа ларнине асăрханă. Вăрçă унăн вĕренĕвне те татнă-çке. Çуланнă çын пулсан та, институт пĕтерме тертленнĕ. Чĕнсе илнĕ те хăй патнерех Кудряшова, çапла ăс панă: «Çитет сана çапкаланса çỹреме. Таврăн та Шăмăрша, вуннă пĕтер». Ăнланнă вăл вĕренекенĕ хăйĕн вырăнне халĕ те тупаймасăр çỹренине. «Артист пулмалла сан, урăх никам та мар. Эс çавăншăн çуралнă...» ... Иксĕмĕрĕн тепĕр паллашу (хăйĕнпе çеç мар, ĕçĕпе те) Шупашкарти драма театрĕнче пулса иртрĕ. Командировкăра пулнă май «Малиновкăри туй» опереттăна кайса куртăм. В.Кудряшов банда пуçлăхĕ Грициан рольне вылярĕ. Питĕ килĕшрĕ. Савăнтăм. Ỹкерчĕксем чылай турăм. Вĕсем халĕ те упранаççĕ. Унтанпа Вячеслав Александрович вуншар та вуншар роле вылярĕ. Тĕрлĕ жанрлисене. Маларахри ĕçĕсем çинчен ыйтсан, В.Ржанов çырнă «Ял кулли» комедири Канцеляров рольне асăннăччĕ. «Канцеляров (эпĕ), Шуляев (В.Родинов артист) тата колхозри ытти пуçлăхсем чăх-чĕппе, сыснасене чылай ĕçсе-çисе янă. Канцеляровăн отчет тумалла. Суймалла. Ниçта кайса кĕме çук бухгалтерăн. Ултавран çăлăнса тухмалла. Çакăн пек тỹнтерле роль пулчĕ пирвайхи». Унтан _ пĕрин хыççăн тепри: А.Макаенокăн «Левен арăмĕ орбитăра» (Левен), çав авторăнах «Çемье чысĕ» (колхоз председателĕ Курцов), Н.Илпекĕн «Хура çăкăр» (Нямаç), Н.Терентьевăн «Çиçĕм хыççăн аслати» (Шатров), Е.Загребинăн «Эх, чун çунтармăш» (Ядронов), Н.Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» (Михха), Н.Терентьевăн «Телейлĕ çул» (Василий Павлович), М.Горькийĕн «Хĕвелсĕр» (Бубнов), Чепуринăн «Юр, шурă юр» пьесинче Кржижановский рольне уçса панă. Мои- сеевăн «Хĕвел ỹкнĕ ырлăхри», Н.Терентьевăн «Пушар лаши», Сорокинăн «Хурлăхлă чан сасси» (кунта вăл Иван мучи рольне вылянă) пьесăсем тăрăх лартнă сăнарсене килĕштернĕ. Мускаври гастрольсене хутшăнса Н.Терентьевăн «Хумсем çырана çапаççĕ», ытти спектакльсемпе паллаштарнă тĕп хула çыннисене. Ленинграда ултă спектакльпе кайнă. Чи хакли _ «Нарспи». Унта ентешĕмĕр чăваш çĕрме пуянĕ Михетер рольне вылянă. Кунтах «Кай, кай Ивана», «Праски инке хĕр парать» спектакльсемпе савăнтарнă. Шекспирăн «Ашкăнчăк инкесем», В.Распутинăн «Чуна кивçен илеймĕн» драмине, М.Шолоховăн «Лăпкă Донне» лартса панă. Пĕринче В.Кудряшов гостиница хуçин рольне, тепринче Василий рольне, «Лăпкă Донра» Калмыкова сăнарланă. Вячеслав Александровичăн «артистлăхĕ» нумай енлĕ. Рольсене хăй евĕрлĕ, ăста та пул- таруллă калăпланисĕр пуçне, вăл кулăш ăсти те, юрăç та, вăйçă та, ташăçă та пулнă. Хăй каласа панă тăрăх, çак ăсталăх мĕн ачаранах аталанса, вăй илсе, çирĕпленсе пынă. _ Çамрăк чухнех, ачаччĕ тесен те юрать, хамăр ялти стариксем мана Шăмăршăри милици начальникĕ валли çурт лартса панă çĕре явăçтарчĕç. Хăйсемпе пĕр танах укçа пачĕç мана ватăсем. Ытти япаласемпе пĕрлех хуткупăс та туянтăм малтанхи ĕç укçипе. Ачасем йышлă пуçтарăнатчĕç ялти «вăйçă» патне. Пĕри манран лайăхрах вылятчĕ те, кĕвĕçеттĕм кăштах, _ аса илетчĕ Вячеслав. Хăй ача чухнехине аса илетчĕ: «Хирте тырă выракансене çăкăр тата яшка çитернĕ. Черет. Атте мана хулпуççийĕ çине лартатчĕ те, каяттăмăр унталла. «Витя, юрласа пар-ха, черетсĕрех кĕртетпĕр вара», _ тетчĕç малта тăракансем. Мана мĕн, ачана? Яра параттăм салтак юррине. Такмаксем те тем чухлех пĕлеттĕм. Пулнах çав «Турă пани». Çапла майĕпен аталанса пырса, артист çулĕ çине вăраххăн тухнă. Хуласемпе ялсене гастроле тухса çỹренисĕр пуçне хисеплĕ ентешĕмĕр пушă вăхăтсенче хамăр района тĕрлĕ программăллă концертсемпе те килсе çỹретчĕ. Кулăш ытларахчĕ. Ытахальтен мар ĕнтĕ В.Кудряшов Г.Терентьевпа пĕрле хатĕрленĕ «Ухтерккепе Мухтеркке» эстрада программи халĕ те асрах-ха. Пурăннă пулсан В.Кудряшов халĕ те асра юлмалли рольсене вылямаллаччĕ. Халăха кулăшпа савăнтармаллаччĕ. Шел, сцена ăстин ĕмĕрĕ вăрăмах пулмарĕ. Утмăл пĕр çул тултарсан, 1997 çулта вăл пиртен уйрăлса кайрĕ. Искусствăри хастарлăхшăн ăна «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ят панă. Ку вăл 1981 çулта пулнă. Тата вунă çултан вăл республика халăх артисчĕ пулса тăнă. В.Кудряшовăн ячĕ яланах халăх асĕнче юлтăр тесе, хăй çуралса ỹснĕ ял çыннисем Çĕнĕ Шăмăршăри пĕр урама унăн ятне панă.
Вас.ЧУРАКОВ, пичет ветеранĕ, Раççей Журналистсен союзĕн членĕ.