Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕлет те юр, вăй илет шыв-шур…

01 марта 2016 г.

Ирĕлет те юр, вăй илет шыв-шур…

ФЕВРАЛĔН 26-мĕшĕнче район администрацийĕнче çурхи шыв-шур инкек кỹресрен асăрханас тĕлĕшпе йĕркеленĕ комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн «Чăваш Республикинчи шыравпа çăлав служби» хысна учрежденийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, районти аварисенче çăлакан служба тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Ларура пур службăсен те çурхи ейỹ вăхăтĕнче сыхă тăмаллине, шыв илме пултаракан вырăнсене паянах шута илмеллине, ял çыннисене васкавлăн эвакуацилеме хатĕр пулмаллине палăртнă. Уйрăмах гидротехника сооруженийĕсем тĕп тимлĕхре пулмалла. Комисси членĕсем Хырла çырми çинчи Шăмăршă шыв управне (водохранилищĕне) çитсе курнă, кунта çурхи вăйлă шыв-шур вăхăтĕнче пурнăçламалли мероприятисен планĕпе паллашнă.

С.ИЗМУКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика