01 марта 2016 г.
РАЙОНТИ ял тăрăхĕсенче халĕ социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2015 çулхи кăтартăвĕсене сỹтсе яваççĕ, 2016 çул валли çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ. Февралĕн 26-мĕшĕнче çакăн пек пуху Кивĕ Чукалта та иртрĕ, ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, экономика пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Татарских тата вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕн пуçлăхĕ Николай Ендиеров хутшăнчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев хăйĕн докладĕнче тĕрлĕ ыйтусене çĕклерĕ: бюджетăн тупăшпа тăкак пайĕ мĕнле пурнăçланни, демографи лару-тăрăвĕ, çулсене юсасси, çĕрпе тухăçлă усă курасси тата ытти те. Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри _ ял урамĕсенче тирпей-илем тăвасси. Акă, юр кайсанах тĕрлĕ тасамарлăх çиеле тухать. Ял илемлĕ те тирпейлĕ пулсан хамăршăнах лайăх вĕт-ха. Çырма-çатрана çỹп-çап тăкса тултарни те чуна ыраттарать. Таçтан, Пулмантăшпа Пашьелĕнчен килсе вараламаççĕ вĕт-ха Кивĕ Чукал ялĕн йĕри-таврашне? Хамăр айăпа йышăнмаллах, кăçал пур çĕрте те тирпейлĕ пултăрччĕ тесе тăрăшмалла. Пухура район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов сăмах илчĕ, умра тăракан тĕллевсем пирки уçăмлă каларĕ. «Вырăнти влаçăн тĕп тĕллевĕ, _ терĕ Владимир Васильевич,_ халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшасси. Ял çыннисем выльăх- чĕрлĕх ытларах усрасан, çĕр çинче чунтан тăрăшса ĕçлесен япăх пурăнакансем те пулмĕç. Кама кирлĕ _ çĕр лаптăкĕ уйăрса паратпăр. Килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăх та çăмăллăхлă кредит парса пулăшать». Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял çыннисен ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕ, çийĕнчех татса пама май çуккисене шута илме шантарчĕ. 2016 çул _ Ĕç çыннин çулталăкĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чамеев ялхуçалăх производствинче нумай çул тỹрĕ кăмăлтан тăрăшса ĕçленĕшĕн тата çуралнăранпа 80 çул тултарнă ятпа Вера Васильевна Чамеева ĕç ветеранне Тав çырăвĕпе чысларĕ. Уява хăнасем _ Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕн артисчĕсем илем кỹчĕç. Маларах çак яла Кивĕ Чукал ялĕнчи артистсем те концертпа кайнăччĕ. Туслăх çирĕпленсех пыни савăнтарать.
Т.ЧАМЕЕВА.