Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕншĕн-ши çапла, пит кая юлса…

01 марта 2016 г.

"Чапа" тухрăмăр, ята ятăмăр, Мĕншĕн-ши чыса упрамарăмăр? Çак йĕркесене эпĕ НТВ каналпа «Говорим и показываем» передачăна пăхнă хыççăн чунтан пăшăрханса çыртăм. Мĕнле пăшăрханмăн-ха, енчен те пĕр уйăхра икĕ хутчен Шăмăршă тăрăхĕнчи пăтăрмахсем çинчен пĕтĕм çĕршывĕпех пĕлтереççĕ пулсан? Намăс, чăтма çук намăс. Килти çỹп-çапа урама кăларса ывăтма хушман та ĕлĕкхи шурсухалсем, анчах халĕ ваттисене кам итлĕ? ...Кĕçнерникун 18 сехетре «Говорим и показываем» передачăра пирĕн районти пĕр çемье пурнăçне кăтартрĕç. Çемье темелле-ши çак арăш-пирĕш пурăнаканскерсене? Арăмĕ, икĕ ачине упăшкипе хăварса, урăх арçын тупнă. Чылай вăхăт иртсен ачисене туртса илме шутланă. Сăлтавĕ, тем пек пытарма тăрăшсан та, çиелтех: хĕрарăм ача амăшĕн капиталне илесшĕн. Упăшки вара капитал илме ирĕк паракан сертификата пытарса хунă иккен. «Эсĕ анне ятне илтме тивĕçсĕр, çемье çинчен манса таçта çỹретĕн, патшалăх укçине ачасем ỹссен хăйсем илĕç», _ кăшкăрашаççĕ упăшки пулнă арçынпа унăн çивĕч чĕлхеллĕ амăшĕ. Кăшкăрашни çеç сахал, тытăçса та илчĕç, арçын кире пуканĕ пек чăмăрĕпе арăмĕ текен хĕрарăма та, халĕ унпа пурăнакан çынна та тăрăслаттарчĕ. Шăй-шай, харкашу, усал сăмахсем... Çакна пăхса ларнă чух Шăмăршă районĕнче пурăнакан кашни çын вăтаннипе çĕр тĕпне анса кайма хатĕрччĕ пуль. Пирĕн тăрăхра çавнашкал çынсем пурăннишĕн намăслантăмăр... Çĕршыв _ пысăк, çакнашкал истори урăх çĕрте те пĕрре çеç мар тĕл пулать пулĕ. Анчах вĕсем Мускава çити кайса тăван ял, район, çывăх çыннисен ятне ямаççĕ. Мĕн, чапа тухас тетпĕр-и? Е передачăна хутшăннăшăн паракан пысăк укçа илĕртнипе питĕмĕре кĕççе çĕлетпĕр-и? Темиçе эрне маларах çеç НТВ программăпа Шăмăршăри тепĕр çемьене кăтартрĕç. Хар- кашрĕç, усал сăмах каласа пĕр-пĕрне кỹрентерсе пĕтерчĕç, ылханчĕç... Эх, Турă, ăçтан кăна тупăнаççĕ-ши кунашкал çынсем? Хăш шкулта воспитани илсе усаллăха хăнăхнă-ши? Çак кунсенче кăна-ха, ĕçрен киле таврăннă чух, «Говорим и показываем» передача «геройĕн» çывăх тăванне тĕл пултăм. _ Передачăна курнăранпа çĕр çывăраймастăп, юн пусăмĕ ỹссе кайрĕ, _ пăшăрханса калаçрĕ ватăрах хĕрарăм. _ Телефонпа çыхăнтăм та, манăн Мускаври тăван хăй те хытă ỹкĕнни çинчен пĕлтерчĕ. «Кая юлса ỹкĕнетĕн, пирĕн пĕтĕм ратне ятне ятăн вĕт, намăса пĕлменскер!» - тесе ятла- рăм та, чăтаймасăр йĕрсе ятăм. Халĕ çын умне курăнма та вăтанатăп. «Камăн тăванĕ _ санăн», _ тесе калассăн туйăнать... Эпĕ илтнĕ тăрăх, тепĕр «геройăн» тăванĕсем те хытă пăшăрханаççĕ иккен. Çемье пăтăрмахне Мускав таран, Раççей таран çĕклени лайăх япала-и-ха? «Чапа» тухрăмăр, ята ятăмăр... Ив.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика