Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара – халăх писателĕ

27 марта 2013 г.

Ялсене тухса çÿрени, вулакансемпе тĕл пулни çыравçăсене пурнăçа лайăхрах пĕлме, çынсен чун-чĕрине тарăнрах ăнланма пулăшать.

Шăпах çак çул çÿревсенче, тĕл пулусенче пулас произведенисен геройĕсем те çуралаççĕ. Ку ĕнтĕ çыравçăн пурнăçпа тан утмалла тенине пĕлтерет. Хайлавсен чăнлăхĕ çакăнтан та нумай килет.

Чăвашсен хальхи вăхăтри паллă писателĕсенчен пĕри – Юхма Мишши. Чăннипех тухăçлă ĕçлет вăл: унăн халĕччен виççĕре яхăн кĕнеке пичетлесе тухнă. Уншăн жанр уйрăмлăхĕсем те çук тейĕн: поэзи, проза, драматурги, публицистика – пурте пур унăн пултарулăхĕнче. Çыравçăн историллĕ романĕсене те çынсем алăран ямасăр вулаççĕ.

Çак кунсенче Чăваш халăх писателĕ, нумай-нумай сумлă премисен лауреачĕ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулчĕ, унти учительсен коллективĕпе, вĕренекенсемпе тĕл пулу йĕркелерĕ. Унта районти ытти шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекенсемпе ачасем те хутшăнчĕç.

Çăкăр-тăварпа, юрăпа кĕтсе илчĕç халăх юратакан çыравçа. Чи малтанах хаклă хăнана Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ăс пухакансем унăн пултарулăхĕ пирки хатĕрленĕ "Юхма Мишши – ача-пăча çыравçи" презентаципе паллаштарчĕç. Çыравçă, вĕсене тав туса, асăннă материала кĕнеке халлĕн кăларма май пуррине те каларĕ.

Писатель хăйĕн пурнăçĕпе кун-çулĕ çинчен каласа пани, пултарулăх ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене уçса пани те пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ. Çавна май унран ыйтса пĕлмелли те сахал мар пулчĕ.

Тĕл пулăва ытти шкулсенче вĕренекенсем те тĕплĕн хатĕрленсе килнĕ. Вĕсем çыравçа сăвă-юрăпа, ташăсемпе савăнтарчĕç.

Халăх писателĕ хăй те пушă алăпа килсе çитмен: вăл районти шкулсен библиотекисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Мешков пулăшнипе хатĕрленĕ пысăк парнене – пĕтĕмпе 27 пин тенкĕлĕх кĕнекесем пачĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика