Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çара каймастăн – явап тытатăн

27 марта 2013 г.

Раççей Федерацийĕн гражданла Следстви комитечĕн Чăваш Республикин Следстви пайĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви уйрăмĕнче Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсен хаçат ĕçченĕсемпе черетлĕ канашлу иртнĕ.

Хальхинче калаçу çара каяссинчен пăрăнса çÿрекен çамрăксем пирки пынă. Çавăнпах тĕл пулăва çар комиссариачĕн ĕçченĕсене те чĕннĕ.

Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси – кашни каччăн тивĕçĕ. Çавăнпа та ят тухсан çар тумне тăхăнассинчен пăрăнса çÿремелле мар. Çакна пурнăçламасан самаях пысăк штраф тÿлеме е ирĕксĕр юлма та пулать. Штраф хакĕ те пĕчĕккĕ мар – 50 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран. Саккун тăрăх пирĕн çĕр-шывра çар хĕсметне 18-27 çулти çамрăксене илеççĕ.

Шел, районта çара каясран пăрăнса çÿрекен пĕр каччă тавра уголовлă ĕç пуçарасси пирки ыйту пырать. Çак çамрăк темĕнле сăлтавсене пула салтак тумне тăхăнасшăн мар. Çарта халĕ пĕр çулталăк çеç пулмалла е çак срок та уншăн нумай-ши; Штраф парсан, çÿлерех асăннă суммăна ял каччи ăçтан тупма пултарĕ; Çавăнпа та ĕçне тăвиччен лайăх шухăшласа пăхмалла, хурапа шурра уйăрма пĕлмелле.

Çакăн пирки те аса илтерсе хăварас килет: çара каясран пăрăнса çÿрекен тесе чĕннĕ вăхăтра çар комиссариатне пыманнине калаççĕ. Енчен те сире çар комиссариатне чĕнтерчĕç пулсан пĕр тăхтамасăр унта çитме тăрăшăр. Тунă йăнăшсемшĕн кайран ÿкĕнмелле ан пултăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика