27 марта 2013 г.
Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта "Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн" акци хастар пырать. Кунта Уçă алăксен кунĕ иртнĕ. Мероприятие Анат Чаткасри тата Патирекри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче 8-9 классенче вĕренекенсене те чĕннĕ.
Сывлăха ачаран упрамалли, сиенлĕ йăла-йĕркерен пăрăнмалли пирки калаçнă. Вĕренекенсен нумайрах спорт вăййисенче, ăмăртусенче ăмăртмалла, çамрăкран хăйсен ÿт-пĕвне çирĕплетмелле тесе палăртнă.