27 марта 2013 г.
Тивĕçлĕ канури икĕ хĕрарăмăн калаçăвĕ шухăша ячĕ. Вĕсем тавçăртсах хăйсен ачисемпе кинĕ-кĕрÿшĕ пирки калаçаççĕ. Тĕрĕсрех каласан, тĕпренчĕкĕсене "шĕкĕлчеççĕ". Пĕри тепĕрне пÿлсе хальхи çамрăксене вăрçать.
"Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм халĕ ĕçлесшĕн мар, янтăласа туса панипе çеç пурăнасшăн. Урлă выртана тăрăх çавăрмаççĕ", – çирĕплетет малтанхи. Иккĕмĕшĕ те юлмасть: "Мĕн каламалли пур. Акă кур-ха, эпир санпа тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçлетпĕр. Ирех тăратпăр та кил-çуртри ĕçсене пурнăçлатпăр, унтан ĕçе тухса чупатпăр. Çамрăксем вара çак вăхăтра рехетленсе çемçе диван çинче лараççĕ-выртаççĕ". Таçта та çитрĕ калаçса çак икĕ хĕрарăм. Хăйсен ачисемпе кинĕ-кĕрÿшне кăна мар, ытти çамрăксене те тикĕслемесĕр иртмерĕç.
Çапла, ĕç пирки яланах калаçу-тавлашу пулнă. Пĕрисем ĕç пур çинчех вăй хума тăрăшмаççĕ, теприсем темле тăрăшсан та ĕç тупаймаççĕ. Çамрăксене шалу тивĕçтерменни те ĕçлеме чăрмавсем кăларса тăратать. Пурте пысăк укçана хапсăнаççĕ, анчах "чăх пĕчĕккĕн сăхсах тутă пулнине" манса каяççĕ. Икĕ хĕрарăм калаçăвĕ те пуçа хыçтарать. Мĕншĕн-ха вĕсен, тивĕçлĕ канурисен, ĕçе васкамалла; Тен, вĕсене пенси укçине илни те çителĕклĕ; Ĕç вырăнĕсене вара çамрăксем валли пушатмалла мар-ши; Патшалăх çул çитсен тивĕçлĕ канăва ярать, апла пулсан çакăнпа усă курмалла. Паллах, хăнăхнă, темиçе çул вăй хунă ĕçрен каяс килмест, сывлăх пур чухне ĕçлес килет.
Хальхи çамрăксем кутăн, наян тесе çирĕплетни тĕрĕсех-ши çакăн хыççăн; Çук пулĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тесе тăван тăрăхран хулана тухса кайнин сăлтавĕ те çакăнтах мар-и вара; Вĕсен те хырăм выçать, вĕсен те тумланас килет, çемьеллисен ачисем çăкăр ыйтаççĕ. Çакăн "ялсем ватăлса пыраççĕ, çамрăксем ялта юлмаççĕ" тесе калани хăйĕн пĕлтерĕшне уçса парать мар-и;