04 марта 2016 г.
Раççей Правительствин пуçлăхĕ, "Единая Россия" партин лидерĕ Дмитрий Медведев мартăн 1-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Шупашкарта ĕçлев ыйтăвĕсемпе канашлу ирттерме пухăннине кура маларах кунти ĕçлев центрĕн, электромеханика колледжĕнчи çынсене çĕнĕ профессисем паракан центр ĕçĕпе паллашнине палăртнă май вăл асăннă центр çĕнĕлле ĕçленипе кăмăллă пулни çинчен каланă (унта çулланнă çынсем те çĕнĕ специальноçсене вĕренме пултараççĕ), "ку пысăк пĕлтерĕшлине" палăртнă, çапах Михаил Васильевичран урăххи пирки ыйтнă, социаллă лару-тăрăва _ çурт-йĕр тăвассине, ача сачĕсемпе шкулсем çĕклессине _ хаклама сĕннĕ. _ Пирĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ виçĕ программа пур, юхăннă çурт-йĕр, шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсем, садиксем... Ача сачĕсем тумалли программа пĕлтĕр вĕçленчĕ. Халĕ çĕнĕ тата пысăк та кăткăс программăна пуçăнатпăр _ кивĕ шкулсене реконструкцилесси, çĕнĕ шкулсем тăвасси. Ку енĕпе ĕçсем мĕнлерех? _ ыйтнă Дмитрий Анатольевич. _ Пĕлтеретĕп, иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх тата пĕтĕмĕшле илсен çынсене юхăннă çуртсенчен куçарма çурт-йĕр тумалли программăпа, социаллă ытти программăпа _ нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе _ эпир хамăрăн обязательствăсене пурнăçлатпăр, малашне те пурнăçлăпăр, _ татăклăн хуравланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çав вăхăтрах вăл пĕлтĕр Чăваш Енре çурт-йĕр тăвасси чакнине те пытарман. Чăн та, нумай мар, темиçе процент. Çакă çынсем хваттер туянасси чакнипе тỹрремĕнех çыхăннă. Авари пулма пултаракан çуртсем вырăнне çĕннисене тунине илес-тĕк _ юхăннă çуртсенчен куçарма палăртнă 13,1 пин çемьерен 6,5 пин çынна (5,1 пин çемье) хăтлă çурт-йĕре куçарнă ĕнтĕ. Урăхла каласан нушаллă çынсен 50 проценчĕ ытла пурăнмалли условисене лайăхлатнă. _ Нумай ачаллă çемьесем пирки калас-тăк _ пирĕн хамăрăн регион программи пур, _ калаçăва тăснă Михаил Игнатьев. _ Унпа килĕшỹллĕн 5 тата ытларах ачаллă çемьесем çурт- йĕр валли каялла тавăрса памалла мар субсиди илеççĕ. Ку хыпар Дмитрий Медведевшăн çĕнĕлĕх пулнă- тĕр _ пайăррăн кăсăкланнă: _ Регион программипе-и? _ Çапла. Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесем йышлă _ кунашкалли пирĕн халăхшăн йăлана кĕнĕ. Çынсем нумай ача çуратма шикленмеççĕ. Çавна май, паллах, çемьесене çăмăлах мар. Кунашкалли ялсенче ытларах. Çавăнпа çынсем хушма хуçалăх тытаççĕ, çапла майпа çемье бюджетне çирĕплетеççĕ, _ патшалăх пулăшăвĕ вырăнлине ăнлантарнă ЧР Пуçлăхĕ.
Ача сачĕсен темине çĕкленĕ май вăл чи малтанах Дмитрий Медведева "ачасен ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ ячĕпе" тав тунă, "мĕншĕн тесен эпир Чăваш Енре çĕнĕ йышши 45 ача сачĕ хута яма пултартăмăр". "Ыйту туллин хупăнчĕ-и вара?" _ каллех кăсăкланнă Раççей Правительствин пуçлăхĕ. "60 муниципалитет йĕркеленĕвĕнче (çав шутра ялсенче те, хуласенче те) икĕ çул тултарнă ачасем тĕлĕшпе ыйтăва туллин татса панă. Халь ку енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Пĕтĕмпе садиксенче 22,2 пин вырăн йĕркеленĕ. Çавна май ашшĕ-амăшĕ ĕçе тухма пултарчĕ ", _ пулнă хурав.
Шкулсем тăвасси пирки каланă май Михаил Васильевич вĕренỹ заведенийĕсен типлă 4 проектне суйласа илнине палăртнă. П р е м ь е р - м и н и с т р ă н кунта та уçăмлатмалли тупăннă: _ Çав проектсем сире тивĕçтереççĕ-и? Нумаях пулмасть Калининград облаçĕнче çынсемпе курнăçрăм та _ тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ проект вырăнлăраххи пирки калаççĕ. _ Çутçанталăкпа, климатпа çыхăннă уйрăмлăхсене шута илмеллех, _ шухăшне палăртнă Михаил Игнатьев. _ Тата _ çынсен йышне. Хăшпĕр ял-хула _ пысăк, унта çын та йышлăрах, хăшĕсем _ пĕчĕк... _ 10 çулта эпир пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 32 шкул тума палăртатпăр. _ Çав шутра çĕннисем миçе? _ 11. Чи малтанах _ хуласенче, мĕншĕн тесен унта çĕнĕ микрорайонсем çĕкленеççĕ. _ Ялсенче вара, тĕпрен илсен, реконструкци-и? _ каллех кăсăкланнă Дмитрий Анатольевич. _ Çапла. Территорисене комплекслă майпа аталантарнă май çурт-йĕр нумай çĕкленет _ пĕр 10 çуллăх тĕллевсем палăртнă. Çавна май çĕнĕ шкулсем кирлĕ. Садиксем турăмăр. Ачасем ỹсеççĕ вĕт _ шкулсем те кирлĕ. _ Питĕ тĕрĕс. Кусем _ пĕр-пĕринпе çыхăннă пулăмсем. Чылай тĕслĕхре садик çумне шкул тумалли е шкул çумне тĕртсе садик çĕклемелли майсемпе усă курни меллĕ. Кăçал ку программăна пурнăçлама пуçларăмăр _ халех 25 млрд тенкĕ куçаратпăр ĕнтĕ. Çак шутра Чăваш Республики валли палăртнă квота та пур _ кун пирки те калаçăпăр... _ ĕçлĕ тĕлпулăвăн массăллă инфор- маци хатĕрĕсен представителĕсемшĕн уçă пайне вĕçленĕ Дмитрий Медведев. («Хыпар» хаçатран).